Г.Н. Волков – тĕнчипе паллă этнопедагог

Автор: Кириллова Н.В.

Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, паллă академик,Г.Н.Волков этнопедагог çуралнăранпа 2019 çулхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче 92 çул çитрĕ. Вăл тăван халăхшăн питĕ пысăк та сăваплă ĕç тунă. Геннадий Никандрович вĕрентсе каланисем, çырнă ĕçĕсем, литература хайлавĕсем паян питĕ кирлĕ. Этнопедагог хăйĕн ĕçĕсенче халăх сăмахлăхĕн жанрĕсемпе анлă та питĕ вырăнлă усă курнă. Ваттисен сăмахĕсем, каларăшсем, тупмалли юмахсем, халап-юмахсем час-часах тĕл пулаççĕ унăн калавĕсенче.

Геннадий Никандрович Волков Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче 1927 çулта юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче çуралнă. Ялти шкулта, Елчĕкри вăтам шкулта, Шупашкарти пединститутра физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ. Хусанти аспирантурăра ăс пухнă, шкулта ĕçленĕ, тĕпчев ĕçĕсем çырнă. Кандидат диссертацине хÿтĕлесен Шупашкара таврăннă, 20 çул ытла пединститутра ĕçленĕ. Тĕрлĕ сăлтавсене пула Мускава тухса кайнă, унта ĕçлесе пурăннă. Кăркăс, Саха, Калмăк, Тува республикисенче, Германири Эрфуртри педагогика аслă шкулĕнче ĕçленĕ, пурăннă.

1967 çулта Г.Н.Волковăн «Этнопедагогика чувашского народа» ятпа монографи пичетленсе тухать. Автор пĕтĕм тĕрĕк халăхĕсене аван пĕлнипе, тĕрĕк халăхĕсемпе вырăс халăхĕн пĕрлĕхне уççăн кăтартса парать хăйĕн тĕпчевĕнче.

Г.Н. Волков педагогика тата этнопедагогикăпа Мускаври М.И. Ломоносов ячĕпе хисепленекен патшалăх университетĕнче ятарлă курссем вуланă. Унăн концепцийĕ пĕтĕм çĕр-шывĕпе паллă. Вăлах педагогика наукисен докторĕ, профессор (1968), СССР Писательсен Союзĕн членĕ (1982), СССР Педагогика наукисен академийĕн академикĕ (халĕ РАО) (1990), Чǎваш Республикин НАНИ академикĕ (1994), Эрфурт (Германи) университечĕн хисеплĕ докторĕ (1982), 500 ытла наука ĕçĕ çырнă, 27 монографи авторĕ, К.Д. Ушинский ячĕпе хисепленекен СССР педагогика наукисен академийĕн преми лауреачĕ, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ, Кăркăс Республикин çут ĕç отличникĕ. Г.Н. Волков Гердер ылтăн медальне, К.Ф.Ушинский, Ян Коменский ячĕллĕ медальсене тивĕçлĕ пулнă. 1997 çултан Чǎваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ.

Г.Н. Волков – ачасен юратнă çыравçи. Унăн «Асанне калавĕсем», «Кил илемĕ» кĕнекисене вуншар чĕлхепе вулаççĕ. «Юманпа хĕвел» кĕнеки – ачасен юратнă кĕнекисенчен пĕри.

Г.Н. Волков - Педагогика наукисен докторĕ, этнопедагогика наукине пуçарса яраканĕ, Раççейри паллă педагог, профессор, академик – 2010 çулхи раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче 83 тултарса пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Апла пулин те унăн ячĕ пирĕн асăмăрта ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ. Г.Н. Волков çырса хăварнă ĕçĕсем кунран-кун усăллă пулĕç.

Список новостей