Хастар ĕçченсене пула Вăрнар ÿсет

Строитель профессийĕ мĕн авалтанах чи хисеплисенчен пĕри шутланать. Шăпах хастар ĕçченсене пула ял-хуласем çĕкленеççĕ, инфраструктура аталанать. Эпир пурăнакан кашни çурт-хваттерте строителĕн çăмăл мар ĕçĕн, ăста аллин йĕрĕ палăрать.

Юлашки çулсенче, чăн та, çурт-йĕр строительстви сисĕнмеллех аталанни курăнать. Çуртсем илемлĕхĕпе, хăтлăхĕпе тыткăнлаççĕ. Вăрнар поселокнех илер-ха, темиçе çул хушшинче кунта çĕнĕ, хитре, капмар çуртсем пĕрин хыççăн тепри ÿссе ларчĕç. Вĕсем строительсен – паллах, тÿрремĕнех хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» организаци ĕçченĕсен – пысăк ăсталăхне яр уççăн кăтартса параççĕ.

55 çынна пĕрлештерекен коллективăн та професси уявĕ умĕнхи пурнăçланă сумлă ĕç калăпăшĕпе мухтанмалăх пур. Вăрнар строителĕсем юлашки пилĕк çулта кăна 16679 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă, çĕршер çынна çĕн кĕтеслĕ пулнипе савăнăç кÿнĕ. Паллах, ку çуртсен чи паха енĕ – хваттерсене кашни хăй хутса ăшăтма пултарни. Вĕсене хăпартма хальхи вăхăтри пахалăхлă, пысăк технологиллĕ материалсемпе усă кураççĕ. Проектпа пăхнă тăрăх пÿртсен территорийĕнче ача-пăча площадкисем, кану вырăнĕсем, кĕпе-йĕм типĕтмелли каркăçсем туса хăвараççĕ, йывăç тĕмĕсем лартаççĕ, газон курăкĕ акаççĕ, подъездсенче почта ещĕкĕсем вырнаçтараççĕ. Сусăрсем валли те майсем пăхнă, подъездсем умĕнче те, пĕрремĕш хутран хăпарнă çĕрте те пандуссем пурри меллĕ.

Çурт купалакансене манăн ĕçчен кăткăсемпе танлаштарас килет: вĕсем пуç çĕклемесĕр чарăнми тăрăшнине пĕрре мар сăнанă. Кунран кун çĕкленсе пыракан объект строительсен çеç мар, кашнин чĕринче мăнаçлăх çуратать.

Кăçалхи çул «Вурнарская» МСО» специализациленнĕ застройщик ĕçченĕсемшĕн уйрăмах хĕрÿ ĕçре иртет. Вĕсем Вăрнарти Советски урамри 8-мĕш «а» çурта туса пĕтерессипе тимлерĕç. Халĕ кунта юлашки вак-тĕвек ĕçсем кăна юлнă. Строительсене пула ку районта тата тепĕр капăр çурт хушăнчĕ.

Кĕçех, акă, Зеленăй тăкăрлăкра 5 хутлă, 40 хваттерлĕ тепĕр çурт çĕкленсе çитет. Кĕске вăхăтра пысăк ăсталăхлă каменщиксем çуртăн тăваттăмĕш хучĕ таран купаларĕç те ĕнтĕ ăна. Организаци ертÿçин заместителĕ Юрий Иванович Сандомиров сентябрь вĕçĕччен çурта тăрă айне хупассине пĕлтерчĕ.

Çурт-йĕр тăвассипе ырă ят çĕнсе илнĕ организаци çĕнĕрен «çуралакан» çуртсемпе кăна мар, чи кирли – кунта тăрăшакан маттур ĕç çыннисемпе мăнаçланать. «Пирĕншĕн коллективри кашни ĕçчен хаклă. Вĕсем предприятин çеç мар, пĕтĕм районăн аталанăвне, инфраструктурине, çынсен пурнăç пахалăхне ÿстерессине тÿрремĕн тÿпе хываççĕ. Самантпа усă курса ĕçтешсене ырми-канми тăрăшуллă ĕçшĕн, пысăк кăтартусемшĕн чĕререн тав тăватăп», – терĕ «Вурнарская» МСО» директорĕ Иван Александрович Сандомиров.

Организацин, чăн та, ĕçченсемпе мухтанмалли пурах. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» ята илнисен йышĕ кăçал пысăкланнă, Строитель кунĕ умĕн ку хисепе Александр Егорович Краснов крановщик тивĕçнĕ. Ку ятсем çавăн пекех Иван Сандомиров директорăн тата Сергей Якушин мастерăн пур.

«Хисеплĕ строитель» ята илнисем вунпĕрĕн. Профессилле уяв умĕн, акă, «Чăваш Республикинчи строительсен союзĕ» Хисеп паллипе Роза Васильевана тата Сергей Гребенюка наградăланă.

Лайăх тата нумай çул тăрăшакансене ведомствăн ытти шайри наградисемпе те çулсерен хавхалантараççĕ.

Тĕп специальноçсемпе коллектив чăмăртаннă, анчах та пысăк калăпăшлă ĕçсем вăхăтĕнче организаци вăхăтлăх специалистсене йышăнать. Çавăн пекех вăл çамрăксене строитель специальноçĕсемпе – стропальщиксене, каменщиксене, штукатур-малярсене... – вĕрентессине те çул парать.

Паллах, пысăк пахалăхлă ĕç чылай сăлтавран килет. Тăнăçлăха тата конкурентлăх вăйне сыхласа хăварас тĕллевпе предприяти фондне те çĕнетсе, строительствăпа монтаж ĕçĕн пахалăхне ÿстерсе пыраççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.