Хĕрарăмсем ытларах пурăнаççĕ

ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ уйăхра 34 ача çуралнине регистрациленĕ. 19 арçын ачапа 15 хĕрача.

Чи анлă сарăлнă ятсем – Глеб, Егор, Кирилл, Павел, Анна, Мария, Алиса пулса тăнă. Анисия, Ева, Констанция, Сильвия, Демьян, Савелий ятсене вара сайраран çеç панă.

Май уйăхĕнче 64 çын çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлса кайнă, вĕсенчен 40-шĕ арçын, 24-шĕ хĕрарăм. 90 çул урлă каçнисенчен 14 çын ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Арçынсен вăтам пурнаслăхĕ 61 çулпа, хĕрарăмсен 78 çулпа танлашнă.

5 çемье чăмăртаннă, çав вăхăтрах 10 мăшăр уйрăлнă.

Источник: http://gov.cap.ru/Publication.aspx?id=2678241&gov_id=589&size=20
Чтобы получить полную инфрмацию и быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!

Отзывы, обсуждение обзора " Хĕрарăмсем ытларах пурăнаççĕ" здесь: