Иртнě канмалли кунсенче Кушар-Юнтапара «Ял уявě» иртрě

Подпишись на нас:

Иртнě канмалли кунсенче Кушар-Юнтапара «Ял уявě» иртрě

Утӑ уйӑхěн 13-мěшěнче Кушар-Юнтапа ялěнче «Ял уявě» иртрě. Юнтапасем уява питě тěплěн хатěрленнě. Ялти культура ҫурчě тавралла, урамсенче, кил-таврашěсенче тасатса тирпейленě. Клуб умне лартнӑ чечексем таврана илем кӯреҫҫě. Алӑ ӑстисен куравě, артистсене юрласа-ташлама хатěрленě сцена та ҫав тери илěртӯллě. Вěлкěшекен тěрлě тěслě хӑюсем куҫа илěртсе кӑмӑла хаваслӑх парнелеҫҫě. Чӑваш гербě, ял уявěпе саламланӑ ҫырав та, чӑн-чӑн «Ял уявě» иртнине ҫирěплетет. Ял сӑнарне, илемне, юнтапасен пултарулӑхне сӑнарлакан курав та ҫав тери кӑсӑклӑ.

Уява Ярмушка ял тӑрӑхěнче ěҫ ветеранěсенчен йěркеленнě «Утмӑлтурат» ушкӑн «Алран кайми аки-сухи» юрӑпа пуҫларě. Уява пухӑннисем пурте ветерансемпе пěрле ура ҫине тӑрса Чӑваш гимне шӑрантарчěҫ. Уяв ячěпе саламласа Вӑрнар район администраци пуҫлӑхě Леонид Григорьевич Николаев, Ярмушка ял тӑрӑхěн пуҫлӑхě Алексей Валентинович Петров, СХПК «Юнтапа» ертӯҫи Петр Валерьевич Трифонов ӑшӑ сӑмахсем каларěҫ. Кӯршě районтан, Трак тӑрӑхěнчен ҫитнě хӑна Георгий Леонидович Ефимов-Тусли юнтапасен пултарулӑхне мухтарě, тав ҫырӑвěпе чысларě. Чӑваш Наци радио ěҫченě Роза Деменцова ялта ҫынсем туслӑ пурӑнса ял уявěсем ирттернине ырларě. Радиопа туслӑ пурӑнма, ял ěҫченěсене кӑсӑклантаракан ыйтусемпе телефонпа шӑнкӑравласа тӯрě ҫыхӑнӑва тухма чěнсе каларě.

Уяв программине Татьянӑпа Александр Ивановсем хатěрлесе ертсе пычěҫ. Юнтапасене Ярмушка ял тӑрӑхěнчи «Веселые культработники», «Утмӑлтурат», «Кушар ен» ушкӑнсем саламларěҫ. 2019 –мěш ҫул Театр ҫулталӑкě пулнипе «Нарспи» поэмӑри «Ҫимěк каҫě» сыпӑка кӑтартрěҫ. Элěк районěнчи Юнтапа культура ҫуртěнчи «Шурӑ акӑш» ансамбль та уявпа саламлама ҫитнě. Шупашкартан килнě эстрада ҫӑлтӑрěсем; Катя Петрова, Стас Владимиров уява пухӑннисене юрӑ-ташӑпа хаваслӑ кӑмӑл парнелерěҫ. Александр Сорокин купӑспа юрӑ-ташӑ кěввисем выляса хӑйěн пултарулӑхěпе тыткӑнларě. Куракансем вěсемпе пěрле ташларěҫ, юрларěҫ. Вырӑнти артистсене те хӑнасене те куракансем питě кӑмӑллӑн пӑхса ларчěҫ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав турěҫ.

Спорт вӑййисем те хěрӯ иртрěҫ. Вӑйлисене парнесем парса чысларěҫ. Ялти маттур хěрарӑсем кӑмӑл тӑвакансене пурне те техěмлě шӯрпепе хӑналарěҫ, чӑваш сӑрипе сӑйларěҫ. Хисеп хучěсене тивěҫлисем те пулчěҫ. Ялти усламҫӑсем пулӑшнипе уяв программи ҫӯллě шайра иртрě. Сакӑрвунӑ ҫултан аслӑрах ҫынсене парнесем парса чысларěҫ. Калинино райповěн сутуҫисем те ӑшаланӑ шашлыкпа, пылак шывсемпе суту турěҫ. Ача-пӑча теттисем, шӑхличě сутакан ҫěртен ачасем татӑлмарěҫ.

Фоторепортаж


Следующее: В деревне Хорнзор состоялся Республиканский фестиваль чувашского фольклора и празднование Дня деревни

Предыдущее: «Мечта о пяти сотках»: можно ли приобрести в собственность заброшенный садовый участок



Поделиться!