Кăçал та – 1-мĕш!

Шăматкун пресса спорчĕн фестивалĕн финалĕ вăрнарсемшĕн ăнăçлă иртнĕ – пирĕн спортсменсем икĕ ушкăнра пьедестал çине хăпарма тивĕçнĕ.

Паллах, чи сумлă хисепĕ Калининăри шкул-интернатăн вĕренекенĕсене. Вĕсем коррекцилле вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинче кăçал та çĕнтерĕве хастар туптанă – «Советская Чувашия» хаçатăн Кубокне çĕнсе илнĕ. Район чысне Лев Николаевич Ефимовпа Петр Яковлевич Петровăн чи пултаруллă та çивĕч хĕрĕсемпе каччисем хÿтĕленĕ: Надежда Гурьева, Виталий Романов, Вероника Семенова тата Александр Иванов.

Чупура район администрацийĕн команди те палăрнă – 3-мĕш вырăн йышăннă. Ветерансем хушшинче вăрнарсем улттăмĕш пулнă. Хăйсен ушкăнĕнче Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул команди çиччĕмĕш, Калининăри вăтам шкул команди вунпĕрмĕш йĕркесене йышăннă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.