Канашланă

Уй-хирте техника шавĕ сахалтарах илтĕнет. Ял хуçалăх çулталăкĕ вĕçленсе пырать.

Иртнĕ эрнере райадминистрацире ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен канашлăвĕ иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, ун çумĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов хутшăннă.

Ял хуçалăх çулталăкĕ вĕçленсе пынă май, Вячеслав Горбунов аграрисен ертÿçисене отчет докуменчĕсене вăхăтра тăратасси пирки асилтернĕ.

Кăçал та экономика ăмăртăвĕ республикăн тĕп отраслĕсенчи организацисем тата районсем хушшинче иртĕ.

Канашлура Тирпейлекен промышленноçăн тата ял хуçалăхĕн ĕçченĕн кунне ирттересси пирки те калаçнă. Палăртмалла, професси уявĕ юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртĕ.