Кăвар чĕреллĕ поэт

Кăвар чĕреллĕ поэт

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш халăх поэчĕ Çеςпĕл Мишши ςуралнăранпа 120 ςул ςитет. Çак куна паллă тума Нурăс салинчи шкул-интернатри 9-мĕш классем тăрăшса хатĕрленчĕς. Ялти библиотекарь Любовь Михайловна Анисимова тата шкулти чăваш чĕлхипе литература учителĕ Галина Николаевна Кадыкова «Кăвар чĕреллĕ поэт» ятлă темăпа литература каςĕ йĕркелерĕς . Ку мероприятин тĕп тĕллевĕ: ачасене поэт биграфийĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарасси ,унăн сăввисен илемлĕхне,сулмаклăхне кăтартасси, вĕсене илемлĕ тата туйăмпа вулама вĕрентесси.Литература каςне йĕркелекенсем ачасене поэт тĕрлĕ вăхăтра ςырнă сăввисене вулаттарчĕς, унăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе паллаштарчĕς, презентации пăхрĕς. Çамрăксене уйрăмах поэтăн юратăвĕ кăсăклантарчĕ, тĕрлĕ ыйтусем ςуратрĕ.

Чăваш чĕлхи – илемлĕ те ςепĕς чĕлхе, вăл атте-анне чĕлхи. Унпа калаςма вăтанмалла мар, ăна аталантармалла, юратмалла, хÿтĕлемелле. Çавăн пек пĕтĕмлетÿ турĕς уява хутшăннисем.

Кăвар чĕреллĕ поэт
Кăвар чĕреллĕ поэт
Кăвар чĕреллĕ поэт

Калининское сельское поселение Вурнарского района