Мероприятисем çĕнĕлле иртĕç

Республика кунĕ – Чăваш ен патшалăх тĕп уявĕ. 1995 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа паллă тăватпăр ăна. Унтанпа чăваш халăхĕн чи юратнă уявĕ пулса тăчĕ вăл.

Правительство çуртĕнче 2019 çулта Республика кунне хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынă.

Республика кунне халалланă тĕп мероприятисене мĕнле хатĕрленни пирки ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн заместителĕ Леонид Ватковский, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Елена Чернова пĕлтернĕ.

Леонид Геннадьевич Шупашкарти XI экономика форумне, регионсем хушшинчи XXVI «Регионсем – чикĕсĕр хутшăнушăн», фейерверксен Пĕтĕм тĕнчери «Асамат» фестивальне хатĕрленессипе çыхăннă ыйтусене хускатнă. Çавăнпа пĕрлех тĕп хула çак кунсенче Культура форумне килекенсене те йышăнĕ. Маларах палăртнă тăрăх, вăл Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртĕ. Унта федераци шайĕнчи ĕç тăвакан влаç органĕсен, РФ Федераци Канашĕн тата Патшалăх Думин представителĕсемпе пĕрлех ют çĕршывсен официаллă делегацийĕсем те, бизнес, ăслăлăх, эксперт пĕрлĕхĕсем те хăйсен çыннисене яма кăмăл тунă. Паянхи кун тĕлне Форумра Японин Раççейри бизнес-клубĕн представительствин директорĕ Окада Кунио, ыттисем хутшăнасси паллă.

«Регионсем – чикĕсĕр хутшăнушăн» курав кăçал çĕнĕ форматпа иртессе пĕлтернĕ.

Елена Геннадьевна халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри XXVII «Раççей çăлкуçĕсем», Пĕтĕм Раççейри декораципе хушма искусствин XVII «Руç ăстисем» конкурсне хатĕрленсе тăвакан ĕçсемпе паллаштарнă.

Кăçал Республика кунĕ Улатăр районĕнче те иртĕ. Тĕп мероприятисем Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕнче пулаççĕ, çавна май кунта хушма ĕç чылай пурнăçлама тивĕ.