Навус шывĕ пĕвене юхнă

Çакăн пирки Хирпуç ял çыннисем ыйтса çырнипе Вăрнар район прокуратури Роспотребнадзорăн Чăваш енри управленийĕн Канашри пайĕн представителĕпе пĕрле тĕрĕслев ирттернĕ.

Вырăна тухнă хыççăн халăх пăшăрханни тĕрĕс пулни палăрнă. Чăн та, ку ялти Советски урамĕнчи 1–4-мĕш çуртсен анкартийĕсем хыçĕнче 2 метрта навус управĕ вырнаçнă, унти шыв çывăхри пĕвене юхса тухать.

Район прокуратури санитарипе эпидемиологи законодательствине пăсни пирки «Победа» кооператив ячĕпе представлени çырнă, çавăн пекех хуçалăх тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă.

Ильфак МИФТАХУТДИНОВ,

район прокурорĕ

юстици аслă советникĕ.

Источник: http://gov.cap.ru/Publication.aspx?id=2678236&gov_id=589&size=20
Чтобы получить полную инфрмацию и быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!

Отзывы, обсуждение обзора " Навус шывĕ пĕвене юхнă" здесь: