Пĕчĕк ялăн пысăк уявĕ

Подпишись на нас:

Çĕньял Нурăс çумĕнч, кăнтăр енче, Исак Кошкин пуçарăвĕпе çитмĕл çул каялла лартнă йывăçсем вăрманлансах кайнă. Ăна Кошкин вăрманĕ тетчĕç.

Çак пĕчĕк вăрманпа ял хушшинчи пысăк уçланкă тата хăйĕн ĕмĕрне малалла тăсакан 550 çулхи лапсăркка туратлă мăнаçлă юман хăйĕн патне пурне те чĕнет. Унтах волейболла, футболла вылямалли лаптăксем пур. Çак уçланкăра тава тивĕçлĕ çут ĕç ĕçченĕ Татьяна Ефимова тăрăшнипе çулсерен ял уявĕ ирттереççĕ. Кăçал Çĕньял Нурăса никĕсленĕренпе 229 çул çитрĕ.

Иртнĕ канмалли кунра ял-йышпа унăн хăнисем йышлăн пуçтарăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Денис Юрьевич Трофимов уяв ячĕпе пурне те саламларĕ, районти хуçалăхсен ĕçне пĕтĕмлетрĕ, çак ялта çитĕнсе çĕршыв умĕнче паттăрлăхпа палăрнă Иван Ефимова, Павел Ананьева, Исак Кошкина тата ытти паллă ĕçченсене аса илчĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Калинино ял тăрăхĕн ертÿçи те ăшă сăмахсем шеллемерĕ, ялсенчи пурнăç аталанса пыни, тасалăхпа тирпейлĕх ÿсни çинче чарăнса тăчĕ.

Ялта пурăнакан хисеплĕ юбилярсене çемье çавăрса пĕрлешнĕренпе нумай çул пурăнса хисепе тухнисене, тивĕçлĕ ача-пăча çитĕнтернисене, обществăлла ĕçре хастар хутшăнакансене Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

Ун хыççăн шкулта вĕренекенсен кадет ушкăнĕ Мачамăшра çитĕннĕ партипе патшалăхăн паллă деятельне Илья Павлович Прокопьева аса илсе кашнин чун-чĕрине пырса тивекен сăмахсем каларĕ.

Хăмăшпа Ярмушка тата Калининăри фольклор ушкăнĕсем юрă-ташăпа, такмаксемпе, гимнастикăлла хусканусемпе савăнтарчĕç, пуçламăш класра вĕренекен сакăр çулхи Софья Блинова шăрантарнă юрăсем пурне те тĕлĕнтерчĕç.

Вăрăм сĕтел çинчи тутлă апат-çимĕç, чÿлмексенчи пылак шĕвек, килте авалхи меслетпе вĕретсе тунă чăваш сăри пурин кăмăлне те тивĕçтерчĕ. Сывă та урă пурнăç йĕркине пăхăнни пурне те килĕшрĕ. Людмила Романова, Елена Лукина тата ытти пенсионерсем пĕçерсе пынă ăшă кукăльпе, икерчпе, сăрапа хăналарĕç. Кунтах çамрăксемпе шкул ачисем футболла выляса ăмăртрĕç, пĕчĕккисем батут çинче сиккелесе савăнчĕç.

Юлашкинчен пĕтĕм халăх алла аллăн тытăнса, ватă юман тавра карталанса чăвашсен авалхи юррисене шăрантарчĕç, уява лайăх йĕркелесе ирттернĕшĕн пысăк хак пачĕç, çитес çул ялăн 230 çулхи юбилейне те çÿллĕ шайра ирттерме калаçса татăлчĕç.

Вениамин ИВАНОВ.




Поделиться!