Переездсене хупмалла е çук?

Раççей чукун çулĕсем Вăрнар районĕнчи Пăртасри тата Çĕн Хирпуçĕнчи икĕ переезда хупасшăн. Кун пирки иртнĕ эрнере Чулхула чукун çулĕсен пуçлăхĕ Анатолий Лесун Чăваш ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева ĕçлĕ калаçура пĕлтернĕ. Чăнахах та хупмалла-и вĕсене е çук – регион пуçлăхĕ хушнипе ĕнер Чăваш ен транспорт министрĕ Владимир Иванов вырăна тухса тĕрĕслев ирттерчĕ.

Ыйтăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕпе Вячеслав Горбуновпа, Пăртас тата Кульцав ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе Николай Петровпа тата Евгений Нараткинпа пĕрле сÿтсе яврĕ.

Паллах, асăннă ял çыннисемшĕн чукун çул переезчĕсем çав тери кирлĕ çÿрев объекчĕсем. Пăртасран кунта вăрманăн пысăк ĕçлев лаптăкĕсене çул выртать. Çĕн-хирпуçсем ун урлă вăрман витĕр пилĕк çухрăмра (тавралла – 40 енне) вырнаçнă масар çине çÿренĕ, Уравăша, Çĕрпеле, Канаш районĕн автоçулĕ çине тÿрĕрен тухма пултарнă. Çавăнпа та переезда хупас текен ыйту икĕ ял халăхне те пăшăрхантарнине ăнланма пулать.

Раççей чукун çулĕсен хăйсен позици – 1997 çулта йышăннă Правилăсем тăрăх, переездсен пĕр-пĕринчен 5 километртан кая мар вырнаçмалла, Сергачри çул-йĕр дистанцийĕн тĕп инженерĕ Дмитрий Калинин пĕлтернĕ тăрăх, Вăрнар районĕнчи ыйтуллă объектсенчен 2–2,5 километра ĕçлекен переездсем пур тата вĕсем патне пыракан çулсем ку правилăсене тивĕçтермеççĕ.

Чăннипе, Çĕн Хирпуçĕнчи тата Пăртасри унччен ĕçленĕ переездсене Раççей Чукун çулĕсем темиçе çул каяллах реконструкци ĕçĕсем валли пăснă. Халĕ вĕсене çуран çÿрекенсем валли кăна хăварасшăн. Автомобильсем валли вăхăтлăх конструкци ăсталасшăн. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем министра ку халăха тивĕçтерменнине ĕнентерчĕç, тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç.

Владимир Иванов министр вĕсене тимлĕ итлерĕ, переездсем туллин ĕçлени ял çыннисемшĕн меллĕ пулнине ăнлантарчĕ. Раççей чукун çулĕсенче çак ыйтăва майлă татасси пирки пĕтĕм шанăçпа усă курассине пĕлтерчĕ.

Енчен те Раççей чукун çулĕсем переездсен  тулли ĕçлевне сыхласа хăварма май парсан, вырăнти муниципалитет представителĕсем переездсем патне пыракан çулсене йĕркене кĕртессин, видеокамерăсем вырнаçтарассин тăкакĕсене хăйсем çине илессине пĕлтерчĕç.

Чăваш Республикин транспорт министрĕ çавăн пекех Вăрнар урамĕсенчи çулсене те тĕрĕслерĕ, вĕсене юсас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлемеллине палăртрĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: http://gov.cap.ru/Publication.aspx?id=2678812&gov_id=589&size=20
Чтобы получить полную инфрмацию и быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!

Отзывы, обсуждение обзора " Переездсене хупмалла е çук?" здесь: