Пĕрлехи вăйпа çĕкленчĕ

Юпшик Ялтăра масарĕ çинче ял депутачĕ Александр Георгиевич Степанов тăрăшнипе пÿрт çĕкленсе ларчĕ. Ăна нимелле турĕç. Ку ĕçе кашни çемье 1500 тенкĕшер хыврĕ. Пĕтĕмпе 82500 тенкĕ пуçтарăнчĕ.

Евгений Николаевич Никитин ертсе пыракан «Ваш помощник» суту-илÿпе строительство организацийĕн ĕçченĕсем васкаса тата пахалăхлă ĕçлерĕç, пÿрте кĕске вăхăтрах хăпартса лартрĕç. Пÿртĕн пĕтĕм хакĕ 136000 тенкĕпе танлашрĕ.

Сĕтелпе сакĕсене Петр Алексеев, Веня Иванов, Юрий Данилов, Александр Степанов вырнаçтарчĕç. Тимĕр кăмакине Михаил Африканов ăсталарĕ. Иртнĕ эрнере вара Калинино чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий атте пÿрте çветить турĕ. Халĕ ял халăхĕ кăмăллă – çывăх çыннисене юлашки çула ăсатма хÿтлĕх те, асăнмалли вырăн та пур.

Марина СТЕПАНОВА.

Источник: http://gov.cap.ru/Publication.aspx?id=2679083&gov_id=589&size=20
Чтобы получить полную инфрмацию и быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!

Отзывы, обсуждение обзора " Пĕрлехи вăйпа çĕкленчĕ" здесь: