Раççей çинчен пĕлетпĕр-и?

Ноябрĕн 1-мĕшĕнче Раççейĕн пур субъектĕнче те, çавăн пекех ют çĕршывсенче Пĕтĕм тĕнчери «Пысăк этнографи диктанчĕ» çутĕç акцийĕ иртет.

Ăна Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалланă. Раççейре ку мероприятие тăваттăмĕш хут йĕркелеççĕ.

Вăрнар район çыннисем те этнографи диктантне çырас акцие хутшăнма пултараççĕ. Ăна çырма Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш шкулсенче, ял хуçалăх техникумĕнче площадкăсем йĕркеленĕ. 11 сехетре пуçланать.

Диктант заданийĕсем 30 ыйтăва пĕрлештереççĕ: 20-шĕ пурин валли те пĕр пек, 10-шĕ регионпа çыхăннă. Вĕсене хуравлама 45 минут уйăраççĕ. Кашниннех чи пысăк 100 балл пухма май пур.

Регион площадкисене килейменнисем диктанта акцин сайтĕнче (www.miretno.ru) ноябрĕн 1–4-мĕшĕсенче çырма пултараççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.