Стартра – 1490 çын

Пĕтĕм Раççейри чупу кунĕ массăлăхне çулсерен ÿстерсе пырать. Кăçал «Нацисен кросĕ» районти 1490 çынна пĕрлештерчĕ.

Сивĕ, çумăрлă кунсем хыççăн хĕвелĕ шăматкун шевлисене хĕрхенмесĕр сапалани те çăмăл атлетика тусĕсен кăмăлне ÿстерчĕ, ахăртнех, – старта тухакансем те, вĕсемшĕн «чирлекенсем» те йышлăн пулчĕç.

Чăн та, «Химик» стадион сывă пурнăç йĕркин тусĕсен сассипе савăнăçлăн кĕрлесе тăнине илтме-курма кăмăллă. Нумайăшĕ яланхилле старт иличчен чупу трассине тĕрĕслерĕ, кĕлеткине çемçетрĕ.

«Нацисен кросне» хутшăнакансем парадпа утса тухса сумлă хăнасем умне йĕркеленсе тăчĕç. «Çакнашкал массăллă чупусем спорт тусĕсен ретне çулсерен пысăклатса пыни – ырă кăтарту. Çакă нацисен сывлăхне сыхласа хăварас ĕçĕн пĕлтерĕшлĕ енĕ...» Çак шухăша Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов та, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев та палăртрĕç.

Вĕсем ырă тĕслĕх кăтартса хăйсем те ытти çулсенчи пекех район администрацийĕн пай ертÿçисемпе, предприяти-организаци, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе VIP-чупăмра старт илчĕç.

Çул ÿсĕмне кура «Нацисен кросне» хутшăнакансем тĕрлĕ дистанцисене хыçа хăварчĕç. Чи кĕçĕннисем валли ятарлă дистанци хатĕрленĕ – вĕсем 200 метр чупрĕç.

Чи маттуррисем, çивĕччисем дипломсене, медальсене, çĕнтерÿçĕсем çавăн пекех «Нацисен кросĕн» статуэткине, логотиплă футболкисене тивĕçрĕç. Вĕсем çаксем: ачасенчен – Ангелина Зиновьева, Ангелина Шумилова, Ольга Скворцова, Владимир Васильев, Светлана Матвеева (Аçăмçырми), Арсентий Ефремов, Алиса Пыркова, Анастасия Николаева (Калинино), Дмитрий Крипчаков (Çĕрпел), Данил Вековищев (Кульцав), Михаил Скворцов (Хапăс), Егор Тимофеев (Ярмушка).

Çамрăксемпе аслисенчен пьедестал çине тăнисем – Владимир Скворцов (техникум), Владимир Тикинев (Вăрманкас), Ирина Петрова, Екатерина Васильева (Аçăмçырми), Эмилия Концова (Вăрнар), Эльвира Чугунова (Кÿстÿмĕр), Нина Кондратьева, Михаил Илларионов, Надежда Лаврентьева (Ярмушка), Александр Егоров (Калинино), Александра Ермошкина (Упнер), Борис Семенов (Кĕçĕн Кипек).

Çакна та палăртма кăмăллă, кăçал чупуçăсен йышĕнче йĕрке хуралçисемпе Росгварди ĕçченĕсем те пулчĕç. Петр Квасов, Сергей Данилов, Алексей Данилов тата Владимир Павлов çĕнтерÿçĕсен йышне те кĕме пултарчĕç.

Ăмăртăва çÿллĕ шайра хатĕрленнĕ. Хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе стадиона кашнине аркăллă металлодетектор урлă тĕрĕслесе кĕртрĕç. Йĕрке хуралçисем, медицина бригади чупу тăршшĕпе вырăнта пулчĕç.

Çак кун «Нацисен кросне» çавăн пекех Пăртас ял поселенийĕнче те ирттернĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.