Тĕп ыйту – халăха упрасси

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва янă Çырăвĕнче май уйăхĕнчи Указри задачăсене тимлĕх уйăрчĕ. «Наци проекчĕсене пĕтĕмпех çын, мĕнпур ÿсĕмри халăхăн пурнăç пахалăхне çĕнĕ шая çитересси тавра йĕркеленĕ. Çакна Раççей сулмаклă аталансан тин пурнăçа кĕртме май килет», – терĕ Президент.

Владимир Путин демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕлĕшпе, çемьесене пулăшассипе тĕрлĕ енлĕ хавхалантару мерисене сĕнчĕ. Президент шучĕпе, ача çурални çемьешĕн йывăрлăх пулмалла мар. Инвалид ачана пăхнăшăн акă вăл уйăхсеренхи тÿлеве 10 пин тенкĕ таран ÿстермеллине каларĕ. «Демографи ыйтăвĕсене татасси чухăнлăха çĕнтерессипе çыхăннă. 2000 çулта нушаллă пурăнакан 40 млн çын шутланнă, халĕ – 19 млн. Çакă та питĕ нумай», – терĕ вăл.

Вăл çынсене хÿтĕлессипе социаллă хушма гарантисем сĕнет, вăл шутра – ипотека каникулĕсем: енчен те çемье укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен йывăрлăха лекнĕ пулсан.

Çавăн пекех вăл аслă ăру çыннисен, индексацие пула пенсийĕ пурăнмалли чи пĕчĕк виçене çитнисен, социаллă тÿлевĕсене тавăрмалла тесе шутлать Владимир Путин.

Медицинăна вăйлатасси те тĕп ыйтусен шутĕнче пулчĕ: 2020 çул тĕлне ку пулăшăва кашни ялта пурăнакан илме пултартăр. Кадрсен дефицитне чакарас тесе «Земство тухтăрĕ» программăн чиккисене пăрахăçласшăн.

2021 çул тĕлне Раççей экономикин ÿсĕмĕн хăвачĕ виçĕ процентран иртмелле, шутлать Президент. Ĕçлеслĕх шайне, ĕç климатне çĕклемелле, çĕнĕлле шухăшлакан кадрсене ытларах явăçтармалла. Законодательствăна çĕнĕлле технологи чăнлăхĕ çинче йĕркелемелле. Хамăр çĕршывăн экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцин брендне йĕркелемелле. Ку ыйтусене Владимир Путин çивĕччĕн палăртрĕ.

Президент кăçал оборона ыйтăвĕсем çине ытлашши тĕрев тумарĕ, анчах та пĕлтĕрхи Çыру вăхăтĕнче кăтартнă комплекссем çар дежурствинче тăрассине пĕлтерчĕ. «Циркон» хăватлă ракета пирки ăнлантарчĕ...

– Пирĕн умра анлă задачăсем тăраççĕ. Вĕсене эпир пĕчĕккĕн татса парăпăр. Пирĕн пысăк хăвăртлăхпа улшăнакан тĕнчен чĕнĕвне тивĕçлĕ хурав памалла, халăх хаклăхĕ çинче йĕркеленнĕ Раççее сыхласа хăвармалла, – пĕтĕмлетрĕ Владимир Путин.

Владимир Путинăн Çырăвĕпе туллин район хаçачĕн сайтĕнче putpobedy.ru паллашма пулать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.