«Телей» уççи – алăра

Подпишись на нас:

Тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ĕç малалла пурнăçланать. Ку тĕллевпе ятарлă программа ĕçлеме тытăннăранпа районта 60 ытла тăлăха хваттер-çурт уйăрнă. Юнкун «телей» уççисене тата виççĕн илчĕç.

– Мăнука хавхалантарма килтĕмĕр. Патшалăх тăлăхсене çапла пулăшнăшăн пысăк тав, – терĕ Вăрнарта пурăнакан Антонина Петровна Максимова, савăнăç куççульне пытармасăр.

Елена Алексеева ун хĕрĕпе кĕрÿшĕн, Альбинăпа Владимирăн, çемйине пиллĕкре чухне хÿтлĕхе лекнĕ. Йĕпреç районĕнчен, тăватă ачаллă çемьерен. «Телее, Ленăна чун панă ашшĕ-амăшĕн йĕркесĕрлĕхĕ куçман. Ăслă-тăнлă вăл. Улттăра шкула кайрĕ. Уçă чунлă, яланах пулăшма хатĕр. Хăйне пур енлĕн лайăх тытать. Шел, Альбина хĕрĕм, Ленăшăн чăн-чăн амăшĕ вырăнне пулса тăнăскер, çак телее кураймарĕ, икĕ çул каялла пурнăçран уйрăлчĕ», – терĕ савăнăçпа хурлăха пĕрлештернĕ куççульне шăлса Антонина Петровна.

Лена халĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн виççĕмĕш курс студентки. Вăрнарта çемье телейне тупнăшăн та, хăйĕн кĕтесĕллĕ пулнăшăн та савăнса калаçрĕ вăл.

Пурнăçра çакнашкал шăпа тивнĕ ачасене патшалăх пулăшни, чăн та, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хальхинче, акă, уçăсене Ленăпа пĕрле Кристина Сергеева тата Надежда Михайлова та илчĕç. Хăйсен хваттерне пуçласа кĕнĕ май, вĕсен сăн-питĕнчен савăнăç кулли сÿнмерĕ.

Кăмăл çĕкленмесĕр май та çук. «Вурнарская» МСО хăпартнă çĕнĕ çуртри хваттерсене харпăр хăй хутса ăшăтмалла тунă, пурăнма мĕнпур условисене хатĕрлесе панă. Хăрушсăрлăха та шута илнĕ: кухньăсенче газ шăршине сисĕмлĕ датчиксем вырнаçтарнă. Çавăнпа та строительство организацийĕн представителĕсене Юрий Сандомировпа Василий Ананьева тав сăмахĕсене темиçе те халалларĕç.

– Харпăр хăйĕн пурăнмалли кĕтес пурри – пуласлăхăн çирĕп никĕсĕ, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, хĕрсене уçă тыттарнă май. Хваттерсене кĕрсе курнă хыççăн кашнине вăл хăтлăхра пурăнма, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма ăнăçу сунчĕ, йĕркелĕхе, тасалăха пăхăнма сĕнчĕ.

Леонид Григорьевич иртнĕ çул тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерме 5 миллион та 571,22 пин тенкĕ уйăрнине палăртрĕ. Пĕлтĕр ку çуртрах виçĕ çамрăка хваттерсем уйăрнăччĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне черетре тата 72 тăлăх тăрать. Республика бюджетĕнчен района 3855,720 пин тенкĕ куçарма пăхнă. Ку укçа тăватă тăлăх ача валли хăтлă çурт-йĕр туянма çителĕклĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник статьи


Следующее: В проекте «Единой России» учащиеся Азимсирминской школы показали хорошие результаты

Предыдущее: Первая торжественная регистрация брака в стенах отдела ЗАГС Вурнарского района



Поделиться!