Районти Акатуйĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе иртнĕ турнира кăçал Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн парнисемшĕн йĕркелерĕç. Çавăн пекех «Попутчик» общество та спортсменсене япăх мар хавхалантарчĕ.

Кавир çине районти 80 ытла хĕрпе каччă тухрĕ. Кăçал вĕсем тĕп парнешĕн – виçĕ такашăн – хĕрÿ  кĕрешрĕç.

Харпăр хăй виçе категорийĕнче çĕнтерÿçĕсем çаксем пулса тăчĕç: Наталья Тихонова, Эвелина Яковлева – Çĕрпел, Катя Кошкина – Мăн Явăш, Милена Федорова, Кристина Антонова – Вăрнар, Лариса Михайлова – Санарпуç. Арçын ачасем хушшинче мала тухнисем – Максим Иванов – Пăваяль, Антон Федоров, Алексей Антонов, Артем Андриянов – Санарпуç, Алексей Тимофеев – Етруккасси Мăрат, Малик Кураков, Никита Александров, Юрий Николаев, Дима Львов, Никита Львов – Вăрнар.

Аслисем хушшинче ылтăн медале Тĕмпекри Наталья Димитриева тата Вăрнарти Антон Сантимер тивĕçрĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: http://gov.cap.ru/Publication.aspx?id=2679084&gov_id=589&size=20
Чтобы получить полную инфрмацию и быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!

Отзывы, обсуждение обзора " Тĕп парне – така" здесь: