Тепĕр лауреат ячĕ паллă

Хамăр ентешĕн – Мăньял Хапăсăн мăнаçлă çыннин, Чăваш халăх писателĕн Анатолий Емельяновăн çуралнă кунĕнче, январĕн 10-мĕшĕнче, «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕ ун ячĕллĕ премин лауреатне палăртрĕ. Ку хисепе кăçал Юрий Корнилов тивĕçрĕ.

Юрий Леонидович Вăрнар район хаçатĕнче вăхăтлăх кăна ĕçлерĕ пулин те вулакансем хушшинче ырă ята çĕнсе илчĕ. Унăн статйисемпе калавĕсене халăх хапăлласа йышăнчĕ.

Юрий Корнилов – Элĕк районĕнчен, Вутлантан. Нумай çул унти «Пурнăç çулĕпе» хаçатра тимленĕ. Тăхăр çул корреспондентра, хыççăн вунултă çул – тĕп редакторта. Пултаруллă ĕçĕшĕн ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн тата Культура министерствин Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Халĕ Юрий Корнилов Чăваш наци радиовĕн хумĕсем çинче Элĕк район хыпарĕсемпе паллаштарать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.