Туллин тÿленĕ

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ февральте ачаллă çемьесене пособисемпе туллин тивĕçтернĕ.

Ача пăхнăшăн уйăракан уйăхсеренхи тÿлеве 186 çынна панă, пĕтĕмĕшле сумма – 997,7 пин тенкĕ. Ача çуратнăшăн пĕр хутчен паракан пособие иккĕн илнĕ – 33,5 пин тенкĕлĕх. Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, пĕрремĕш ачашăн паракан тÿлеве февральте 72 çемье илнĕ, вĕсене уйăрнă пĕтĕмĕшле сумма – 605,1 пин тенкĕ.

Ачашăн уйăхсерен паракан пособие 1112 çынна 1123,5 пин тенкĕлĕх тÿленĕ. Тăлăх ача пособине 31-ен, усрав ашшĕ-амăшĕн пособине 31-ен илсе тăраççĕ.

Çире пур ĕçлемен вунпĕр хĕрарăма тутлăхлă апатланма пĕтĕмпе 2180,87 тенкĕ куçарнă.

Республика саккунĕпе килĕшÿллĕн, виççĕмĕш тата хыççăнхи ачасемшĕн паракан тÿлеве февральте 164-ăн тивĕçнĕ. Вĕсем çине бюджетран 142262 пин тенкĕ тăкакланă.