Туслă йыш – лайăх ĕçĕн кăтартăвĕ

Пăртасри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн коллективĕ почта машини çитессе кĕтет. Вăр та вар ĕçлеççĕ вĕсем – хăйсене кирлĕ корреспонденципе тавара хăвăрттăн пушатаççĕ. Кашни минут шутра-çке, почта машинин расписанипе маршрутăн ытти точкисене те вăхăтра çитмелле.

Почтальонсем ĕçленине пăхма кăмăллă – почта сумкине пичет изданийĕсене типтерлĕн чикеççĕ, тепĕр алла халăха сĕнме тавар йăтаççĕ.

Кăçал пăртассем район хаçатне çырăнтарассипе чи кăтартуллă ĕçленĕ. «Çĕнтерÿ çулне» халĕ Пăртас поселенийĕпе 214 экземпляр илсе тăраççĕ. Почтальонсем – Елена Захарова, Марина Семенова тата Ольга Владимирова – район хаçачĕ ытларах та ытларах çемьене килсе тăтăр тесе чунтан тăрăшаççĕ.

«Пирĕншĕн кашни çын хаклă. Хаçатăн Пăртас тăрăхĕнчи аудиторийĕ çирĕпленнĕ ĕнтĕ. «Çĕнтерÿ çулне» çырăнакансем пурнăçран та юлмаççĕ, ăс-хакăла та çивĕчлетеççĕ, вăя кĕрекен çĕнĕ саккунсемпе йĕркесене те вăхăтра пĕлеççĕ», – теççĕ вĕсем.

Хаçат тусĕсем хушшинче çамрăкрах ăру çав тери сахаллишĕн коллектив хытă пăшăрханать. Алăри издани Интернетри «пурнăçран» аванрах пулнине аван ăнланать вăл. Паллах, Пăртас тăрăхĕнче ырă тĕслĕх кăтартакансем чылаййăн. Леонид Волков, Иустиния Данилова, Михаил Иванов, Мария Викторова, акă, 4–5-шер хаçат çырăнса илеççĕ.

– Эп хам та, пирĕн кÿршĕсем те «Çĕнтерÿ çулне» юратса вулаççĕ. Район пурнăçне туллин çутатни килĕшет. Вулама хăнăхнă та – унсăр пурăнаймастăп, район хаçатне Шупашкартан куçса килнĕренпех, вунă çул ытла, çырăнса илетĕп, – терĕ почта уйрăмне квитанцисем тÿлеме килнĕ Ираида Михайловна Леонтьева.

Вăл почта уйрăмĕн коллективĕ пирки ырласа калаçрĕ. Ăна Алевтина Васильевна Скворцова 4-мĕш çул ертсе пырать. Унччен вăл, Санкт-Петербургри çыхăну техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн, 27 çул Çĕмĕрлере çыхăну операторĕнче тимленĕ. Коллектив туслă, ĕçтешсем пĕр-пĕрне пулăшса пыма тăрăшаççĕ. Çакă ĕнтĕ лайăх ĕçĕн тĕп кăтартăвĕ.

Почтальонсене хăйсен участокĕсенче чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Елена Захаровапа Марина Семенова ку ĕçре тăватă çул ытла тимлеççĕ. Вĕсем Пăртас халăхне хаçат-журналпа туслаштараççĕ.

Ольга Владимирова пилĕк яла çитет – Çарăклăна, Волонтера, Пĕнер Айкăша, Вăрман Шăхале тата Кĕперлĕ Кÿлхĕррине. Почта ĕçне кÿлĕннĕренпе ун тăхăр çул иртнĕ. Пекарьнăра вăй хунăскер, ăна хупсан стаж çитменнипе килнĕ кунта Ольга Семеновна. Халăхпа калаçас, вĕсене усă кÿрес ĕç килĕшнĕ ăна. Çÿреме инçе тесе водителе те вĕренсе тухнă вăл, халĕ ĕçе куллен машинăпа çÿрет.

Ир-ирех ура çинче вăл. Юратнă ĕçе тухса кайиччен килте те тар тăкмалăх пур, ĕçчен хĕрарăм вунă пуç выльăх-чĕрлĕх усрать.

Ольга Семеновна хăйĕн участокĕнчи ялсем ватăлса пынишĕн çав тери кулянать. Вĕсенче çамрăксем çукпа пĕрех иккен.

Почтальонсен тĕп тивĕçĕ – периодика пичетне халăх патне çитересси. Анчах та паян вĕсен хулпуççийĕсем çине хушма тивĕçтерÿсем те тиеннĕ: хаçат-журнал çырăнтарнисĕр пуçне коммуналлă, сотовăй çыхăнушăн тÿлевсене йышăнни тата ытти те. Паян ялсенчи почта ĕçĕ-хĕлĕ сахал тупăшлă, çавăнпах ĕнтĕ кунта вак суту-илĕве те йĕркеленĕ.

Почтальонсен сумки, чăн та, йывăр. Анчах та Пăртас почтальонĕсене кунтан та ытларах пăшăрхантараканни – хăшпĕр çынсем йыттисене кăкармасăр тытни, вĕсем тапăнни. Çак тата кăмăл-туйăма пăсакан ытти сăлтавсене пăхмасăр почтальонсем кунсерен çула тухаççĕ, çынсемпе калаçса, вĕсенчен килекен ырăлăха туйса ĕçлеме хавхаланаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.