Тырă йышăнма хатĕр-и?

Çĕр ĕçченĕ анчахрах хура çĕре шуратса хăварнăччĕ. Халĕ, акă, вырмана тухма вăхăт çывхарса пырать.

Ку эрнере Вăрнарти тырă йышăнакан предприятие ятарлă комисси килнĕ, мероприятие «Чăвашçăкăрпродукт» обществăн генеральнăй директорĕ Владимир Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев хутшăннă.

Комисси членĕсем предприяти территорине, тырă йышăнмалли тата упрамалли кĕлетсене кĕрсе пăхнă. Тырă йышăнакан предприятин директорĕ Илья Арбузов коллектив яваплă тапхăра мĕнле хатĕрленни çинчен каласа кăтартнă.

Комисси предприяти ĕç-хĕлне лайăх паллăпа хакланă, сарă ылтăна йышăнма тĕплĕн хатĕрленнине палăртнă. Кĕлечĕсенче таса, дезинфекци ирттернĕ. Лаборатори оборудованийĕ аттестаци витĕр тухнă.