Улшăнусем пĕлтерĕшлĕ

Раççейĕпе старт илнĕ çурхи призыв кампанийĕ июлĕн 15-мĕшĕччен тăсăлать.

Йĕпреç тата Вăрнар çар комиссариатĕнче апрель пуçламăшĕнче 1992–2001 çулсенче çуралнă граждансен медицина тĕрĕслевне ирттернĕ. Июнь пуçламăшĕнче призывниксен пĕрремĕш ушкăнĕсем, çар тумне тăхăнса, Раççейĕн Хĕçпăшаллă Вăйĕсене службăна тухса кайĕç.

Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Вячеслав Андреев палăртнă тăрăх, хальхи призывăн тĕп уйрăмлăхĕ – çамрăк салтаксем строя Аслă Çĕнтерĕвĕн 74-мĕш уявĕ хыççăн тăни. Паянхи ăрăвăн тĕллевĕ – çар коллективĕсенче туслăхла хутшăнусем йĕркелесси, пĕрле çума-çумăн тăрса Тăван çĕршыва хÿтĕлесси.

В.Андреев служба вăхăтне пĕр çулччен чакарни çар пурнăçне улăштарнине те палăртнă. Çарти ир унчченхи пекех зарядкăран тата шыв процедуринченех пуçланать. Анчах «Подъем» команда 6 сехетре янăрамасть, тепĕр сехет ыйхăпа киленме май парать. Халĕ территорие тата столовăйĕнче тасатассипе нарядсем çук, кăнтăрлахи апат хыççăн – кану, каçхине – кашнин уйрăм вăхăчĕ. Салтаксен телефонпа, Интернетпа усă курма май пур.

Аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕллĕ çамрăксене суйлав сĕнеççĕ: пĕр çуллăх служба е Оборона министерствипе çырнă икĕ çуллăх контракт. Енчен те призывпа службăра тăраканăн укçа тивĕçтерĕвĕ 2000 тенкĕ пулсан, контрактникăн – 18000 тенкĕрен тытăнса.

Вячеслав Андреев çар тивĕçĕнчен пăрăнакансем тупăннине те калать. Хăшĕ-пĕри призыв кампанийĕ пуçлансан республика тулашне ĕç шырама тухса каять-мĕн. Ун пеккисене тупса палăртассипе çар комиссариачĕ полицин «Вурнарский» пайĕпе пĕрле тимлет. Хĕсметрен саккунсăр майпа пăрăнакансем малашлăхра çар билечĕ вырăнне справка кăна илĕç. Çакă вара патшалăх тата муниципаллă учрежденисене ĕçе вырнаçас текенсемшĕн çула хупать.

Кашнин асра тытасчĕ: Тăван çĕршыва хÿтĕлесси – гражданинăн конституциллĕ тивĕçĕ.