Çураки сарăлса пырать

Уй-хирте иртен пуçласа каçчен ĕç шавĕ татăлмасть. Çуракине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерес тĕлĕшпе ĕçсем мĕнле пынипе паллашма район ертÿлĕхĕ ял хуçалăх организацийĕсене тăтăшах тухса çÿрет.

Çу уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне аграрисем тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 14660 гектар акнă, ĕç планне 84 процент ытла пурнăçланă.

Кукуруза тĕшĕлĕх 700 гектар, выльăх апачĕлĕх 1178 гектар акнă. Çак ĕçĕн пысăк калăпăшне пурнăçлаканĕ – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ.

Горчицăна çăкаллă-явăшсем 332 гектар, юнтапасем – 55, Алексей Игнатьев фермер хуçалăхĕнче 20 гектар акнă. Çу кăларакан кăшман «Санары» агрофирмăра, «Мураты», «Луч» кооперативсенче, Андрей Петров фермер хуçалăхĕнче çитĕнĕ.

Çĕрулми 231 гектар лартнă. «Мураты» кооперативра «иккĕмĕш çăкăрăн» лаптăкĕ – 120 гектар, «Янгорчинăра» – 40, Валентин Павлов фермер хуçалăхĕнче 25 гектар тăсăлать. Михаил Тарасовпа Александр Аврамов фермерсен хуçалăхĕсем те хастар: «иккĕмĕш çăкăра» çирĕмшер гектар лартнă.

«Агрохмель» хуçалăхăн хăмла пахчинче иртен пуçласа каçчен ĕç шавĕ илтĕнет. Кăçал «симĕс ылтăнăн» лаптăкĕ 22 гектар йышăнмалла.

Çак вăхăт тĕлне илсен, бригада ĕçченĕсем 20 гектар çинчи хăмлана çакнă. Агрофирма ертÿçи Борис Семенов пĕлтернĕ тăрăх, малашлăхра «симĕс ылтăнăн» плантацине 26 гектара çитерме палăртаççĕ. «Агрохмельте» хăмлан 3 сортне çитĕнтереççĕ. Çĕр пулăхне лайăхлатма плантацине икĕ пин тонна ытла навус тăкнă.

Вырăнти влаç органĕсем çураки епле пынипе кăсăклансах тăраççĕ.

Кульцав ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Евгений Нараткин хăйсен енчи фермер хуçалăхĕсене çитсе курнă. Ăна ĕççи вĕçленсе пыни савăнтарнă. Акă, Евгений Милицков хуçалăхĕнче тĕш тырă акса пĕтернĕ. Николай Герасимов фермерăн уйĕсенче те çурхи ĕçсем вĕçленнĕ. Хуçалăхра 100 гектар урпа акса хăварнă. Кĕр тыррисен лаптăкĕ – 30 гектар.

«Кольцовка» агрофирмăра та уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.