Вăрнар районĕ те хутшăнать

Подпишись на нас:

Раççей Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн социаллă демографи ыйтăвĕсемпе статистика сăнавне пурнăçлас тĕллевпе кăçалтан халăх сывлăхĕн тăрăмне палăртассипе кашни çулах суйлавлă федераллă статистика тĕпчевĕ пулать.

Пĕтĕм çĕршывĕпе унта адрессене ăнсăртран мелпе суйласа илнĕ 60 пин кил хуçалăхĕ хутшăнать. Пирĕн республикăра – 540, вăл шутран 297-шĕ – хулара, 243-шĕ ялсенче вырнаçнă.

Сăнав валли çак район-хуласене палăртнă: Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле, Куславкка хулисем, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Вăрмар, Шупашкар тата Етĕрне районĕсем.

Ыйтăма 15 çултан аслăрах çынсем хушшинче ирттереççĕ. Интервьюерсене ятарласа вĕрентнĕ, вĕсен çумра удостоверени пулмалла, вĕсем планшетлă компьютерсемпе усă курĕç.

Суйлавлă сăнав августăн 3-мĕшĕнче тытăннă, августăн 30-мĕшĕччен пырать. Ун вăхăтĕнче илнĕ информацие ниçта та пĕлтермеççĕ-сармаççĕ. Вăл пĕтĕмлетÿллĕ статистика даннăйĕсене йĕркелеме май парĕ. Вăл шутра – халăхăн пурнăç тăсăмне, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен, физкультурăпа спорт тусĕсен пайне, чĕлĕм туртакансен, алкоголь ĕçекенсен, наркотиклă тата психотроплă япаласене тутанакансен йышне палăртма та.

Светлана ЧИКМЯКОВА.


Следующее: Состоялось очередное заседание Собрания депутатов Вурнарского городского поселения

Предыдущее: Прожиточный минимум пенсионера будет рассчитываться по единым правилам



Поделиться!