Ватӑсене хисеплесе

Ватӑсене хисеплесе

Йывӑҫ лартсан сад ҫитĕнет.
Уй-хир пулсан тыр-пул ӳсет.
Ватти пулсан йĕрке пулать,
Ваттипеле пурнӑҫ пулать.
1 октябрьте Малти Ишек культурӑ ҫуртĕнче ваттисене халлаланӑ мероприяти пулса иртрĕ. Ватӑсене клуб ертӳҫи Олеся Лукина уяв ячĕпе саламларĕ,ырлӑх-сывлӑх, ватлӑх кунĕсенче канлĕх сунчĕ. Малти Ишек шкул ачисем те хӑйсен пултарулӑхепе ватӑсене савӑнтарчĕҫ. 4-мĕш тата 5-мĕш класс вĕренекенĕсем хӑйсен сӑвӑ, юрӑ-ташшипе саламларĕҫ. Мероприяти юрӑ-ташӑпа вĕҫленчĕ.

Алгазинское сельское поселение Вурнарского района