Вăрнарти завод – республикăра 1-мĕш

«Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ республикăри тирпейлекен 600-тен пуçласа 1500 çын таран ĕçлекен предприятисем хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннă.

Ведомствăсем хушшинчи комисси  организацисен ĕç-хĕлне 11 енчен хакланă.

Вăрнар завочĕн тĕп кăтартăвĕ – продукци туса кăларассин калăпăшĕ ÿссе пыни. 2017 çулхи 1 кварталта кунта ÿсентăрансене хÿтĕлемелли хатĕрсене  5057 тонна туса кăларнă. Ку – пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 40 процент ытларах. Препаратсен пысăк пайĕ – гербицидсем.

1-мĕш кварталта предприятире  ĕçлекенсен йышĕ 10 процент ÿснĕ, 878 çынпа танлашнă. Вăтам шалу 34 пин тенкĕ пулнă.

Источник: http://gov.cap.ru/Publication.aspx?id=2678243&gov_id=589&size=20
Чтобы получить полную инфрмацию и быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!

Отзывы, обсуждение обзора " Вăрнарти завод – республикăра 1-мĕш" здесь: