Выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ

Подпишись на нас:

Раççейĕн кăнтăр регионĕсенче, Çурçĕр Кавказра тыр-пул вырма тухнă. Пирĕн тăрăхра тăрăшсах выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен аграрлă организацисенче «симĕс ĕççи» вăй илсе пынине çирĕплетрĕç. Паянхи куна нумай çул ÿсекен курăксене 3955 гектар çулнă, утă 3831 тонна, сенаж 12175 тонна янтăланă.

Утă хатĕрлес ĕçре Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, «Мураты», «Янгорчино», «Знамя» кооперативсем хастар. Валентин Павловпа Виталий Яковлев фермерсен хуçалăхĕсем те «симĕс ĕççире» тăрăшуллă.

Аш-какай комбиначĕ, Карл Маркс ячĕллĕ, «Победа» кооперативсем, «Кольцовка» агрофирма пуринчен ытла сенаж хывнă.


Следующее: В МФЦ НАБЛЮДАЕТСЯ РОСТ УСЛУГ РОСРЕЕСТРА

Предыдущее: Рособрнадзор собирает предложения по совершенствованию ЕГЭ



Поделиться!