Ĕç çынни ята ямасть

Вăхăт хăвăрт шăвать. Акă тепĕр ял хуçалăх çулталăкĕ иртсе кайрĕ. Аграрлă предприятисенче тăрăшакансем юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра вăй хураканăн кунне паллă тума хатĕрленеççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов уявччен маларах пирĕн корреспондентăн ыйтăвĕсене хуравларĕ.

– Вячеслав Анатольевич, кăçалхи ял хуçалăх çулталăкĕ ял ĕçченĕсемшĕн ăнăçлă иртрĕ теме пулать-и?

– Çанталăк йĕпе-сапаллă тăчĕ пулсан та çĕр ĕçченĕ хăй умĕнче тăракан тĕллевсене пурнăçлас тесе кăçал çанă тавăрсах вăй хучĕ. Хресчен професси уявне лайăх кăтартусемпе кĕтсе илет. Ертÿçĕсене, специалистсене, ĕç çыннисене тăрăшуллă, тÿсĕмлĕ пулнăшăн, йывăрлăхсем умĕнче парăнманшăн пысăк тав сăмахĕ калатăп.

Кăçал тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 16025 гектарпа танлашрĕ. Хуçалăхсем вăрлăх пахалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «Мĕн акатăн, çавă шăтать» текен ваттисен сăмахĕ нихăçан та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмĕ. Аграрисем тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕн 99 процентне кондициллĕ вăрлăхсемпе акнă.

Пулас тухăçшăн тăрăшса ял хуçалăх таварне туса илекенсем кăçал 4973 гектар хура çĕре шуратса хăварнă, кĕрхи çĕртме 10643 гектар тунă. 2019 çулта тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 55 пин тонна пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç – 36 центнер. Республикипе илсен ку чи пысăк кăтарту. Пĕрчĕллĕ культурăсене мĕн чухлĕ пухса кĕртнине шутласан пирĕн район Чăваш енре иккĕмĕш вырăнта.

– Мĕнле хуçалăхсенче тухăç вăтам кăтартуран та пысăк?

– Кăçал уй-хир ылтăнĕ уйрăмах Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра ăнса çитĕннĕ. Çавалкассем тырпула кашни гектартан вăтамран 45,2 центнер пухса илчĕç.

«Мураты» хуçалăхăн – 44,8 центнер, «Санары» агрофирмăн – 42,1 центнер. Çĕрпелсем те хастар ĕçленĕ – кашни гектартан вăтамран 40,2 центнер тырă пухса илнĕ.

Ытти хуçалăхсенче те хура тар тăкни харама кайман. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, Алексей Игнатьев, Михаил Максимов фермерсен хуçалăхĕсенче уй-хир ылтăнĕн тухăçĕ 35 центнертан иртнĕ.

Комбинатăн уйĕсенче çитĕннĕ кукуруза кăмăла çĕклеме тивĕçлĕ. Ахальтен мар пулĕ çак культурăна «уй-хир патши» теççĕ. Кукуруза – выльăх-чĕрлĕхшĕн питĕ пахалăхлă, тутлăхлă апат шутланать. Хăй вăхăтĕнче çĕршывра ку ÿсентăрана çитĕнтерме пысăк лаптăксем уйăрнă. Агрохолдингра кукурузăна кашни гектартан 60 центнер çапса тĕшĕленĕ. Каласа хăвармалла, 2012 çулта Чăваш ен историйĕнче пĕрремĕш хут комбинатăн хуçалăхĕнче кукуруза вăррине çапса илнĕ.

– Çĕрулми туса илекенсен ĕçне мĕнле хаклатăр?

– «Иккĕмĕш çăкăр» та тухăçĕпе чăннипех савăнтарчĕ. Çĕрулми кил хуçалăхĕсенче те, аграрлă предприятисенче те ăнса çитĕнчĕ. Ял хуçалăх организацийĕсем «иккĕмĕш çăкăра» 12 пин тонна кăларса илчĕç. Гектарти вăтам тухăç 306 центнерпа танлашрĕ. Уйрăм хуçалăхсенче ĕç кăтартăвĕ тата пысăкрах. «Янгорчинăра» – 371 центнер, Валентин Павлов фермерăн хуçалăхĕнче – 370, «Мураты» кооперативра – 357 центнер.

– Чăвашсен сар ылтăн кăна мар, симĕс ылтăн та пур...

– Районта хăмла ĕрчетессипе «Агрохмель» агрофирма кăтартуллă ĕçлет. Кăçал хуçалăхра симĕс ылтăна 34,4 тонна пухса кĕртнĕ. Гектарти тухăçĕ – 17,2 центнер.

– Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшакансен хастарлăхне те палăртмалла.

– «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртес енĕпе тăрăшни ырă çимĕç парать. 10 çул каяллахипе танлаштарсан паянхи кун пĕр ĕнерен сĕт суса илесси 40 процент ÿснĕ. Малта пыракан технологисене ĕçе кĕртни, çĕнĕ фермăсене хута яни сĕт туса илессине 19,5 процент пысăклатнă. Ку пархатарлă ĕçре хастар тимлекенсем – аш-какай комбиначĕ, Карл Маркс ячĕллĕ, «Мураты», «Янгорчино», «Победа» кооперативсем, Алексей Фадеев фермер хуçалăхĕ.

Аш-пăш туса илесси иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 25,7 процент ÿснĕ. Ÿсĕмлĕ тăрăшнă ял хуçалăх предприятийĕсем – «Луч», «Хорнзор» тата Карл Маркс ячĕллĕ кооперативсем. Çав вăхăтрах палăртмалла: районта аш-пăш туса илнин 88 проценчĕ – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн тÿпи.

Районĕпе илсен, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх хисепĕ – 8163 пуç, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 466 пуç пысăкланнă.

Кăçал Алексей Фадеев фермерăн хуçалăхĕнче 100 пуç вырнаçмалăх ĕне ферми, «Мураты» кооперативра выльăхсене самăртмалли вите хута кайрĕç. Светлана Лукина фермерăн хуçалăхĕнче ĕне витине çĕнетсе улăштарчĕç. Агрохолдингра та çĕнĕ хуралтăсем ÿссе ларнă. «Агрохмельте» çĕрулми упрамалли ангар çĕкленĕ.

– Хăватлă техникăсăр çутă малашлăх çинчен ĕмĕтленейместĕн. Аграрисем мехпарка пуянлатса пыраççĕ-и?

– Техника – ял хуçалăхĕн чĕри. Районти хуçалăхсем мехпарка çĕнетессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Техникăна туянас тесе хăйсен укçи-тенкипе те, кредит ресурсĕсемпе те усă кураççĕ. Пĕтĕмпе ял хуçалăх техникине 87 миллион тенкĕлĕх илнĕ. Палăртма кăмăллă, аш-какай комбиначĕ, «Победа», «Мураты», Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино» кооперативсем тата хăшпĕр фермер хуçалăхĕсем техникăна хăйсен укçи-тенкипех туянаççĕ.

– Професси уявне тирпейлекен промышленноçăн предприятийĕсем мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ?

– Агрохолдинг та, хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕ те ÿсĕм-çитĕнÿ тăваççĕ. Ассортимента пуянлатсах пыраççĕ. Комбинатра кашни кун 25 тоннăна яхăн аш-пăш изделийĕсем кăлараççĕ. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ çулсерен Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне» курава хутшăнать. Кăçал агрохолдингăн продукцийĕсем 3 ылтăн, 2 кĕмĕл медальсем илме тивĕçнĕ. Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт заводĕнче 40 ытла продукци кăлараççĕ. Калинино райповĕн ĕçченĕсене те ырламалла. Районта пурăнакансене пахалăхлă апат-çимĕçпе тивĕçтерес тесе ирĕн-каçăн тăрăшаççĕ.

– Ял – çĕршыв вăйĕ, тĕрекĕ. Экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса илекенсене патшалăх тимлĕхсĕр хăвармасть.

– Тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакансем яланах хисепре. ,çе пуçăнакан фермерсемпе çемье фермисене пулăшас енĕпе хатĕрленĕ программăсене пурнăçа кĕртме хутшăннăранпа районти пуçаруллă 30 çын 56 миллион тенкĕлĕх грант илме тивĕçнĕ. Кăçал, сăмахран, ĕçе пуçăнакан икĕ фермерăн хастарлăхне палăртмалла. Вĕсем патшалăх пулăшăвне илнĕ. Ял çыннисем хăйсем пурăнакан тăрăха хăтлăх кĕртессипе тĕллевлĕн тăрăшаççĕ, «Пуçаруллă бюджетировани» патшалăх программине пурнăçлама хастар хутшăнаççĕ.

ĕç çыннисене мĕн сунатăр?

– Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра тăрăшакансене, çавăн пекех ĕç ветеранĕсене уяв ячĕпе саламлатăп. Малашлăха пысăк шанăçпа пăхма çирĕп сывлăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал сунатăп. Çутă ĕмĕтсем пурнăçланччăр.

– Калаçушăн тавтапуç.

Елена ПОРФИРЬЕВА калаçнă.