Завод пире пăрахмарĕ

Вăрнарти фосфорит заводне хута янăранпа 87 çул иртрĕ. Вăл манран виçĕ çул аслăрах. Предприятире туса кăларнă фосфорит çăнăхĕпе ялхуçалăхĕнче анлăн усă курнă. Паян та «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ кăларакан продукцие тĕнчери чылай çĕршывсенче туянаççĕ.

Манăн атте Василий Андреевич Андреев та фосфорит заводĕнче вăй хунă. Вăл кунта 1939 çулхи ака уйăхĕнче ĕçлеме тытăннă. Заводăн ансăр рельс çулне юсанă çĕрте тимленĕ.

Çак чукун çул 21 çухрăма тăсăлнă. Вăл Вăрнар вăрманĕ, Упнер уйĕ, Салука вăрманĕ, Хапăс, Тĕмпек, Кушик ялĕсем çумĕпе фосфорит тăпри кăларакан карьера – Йăрара çити выртнă. Фосфорит тăприне Вăрнарти завода ултă уçă платформăсемпе пăравус вăйĕпе турттаратчĕç. Хĕлле карьер ĕçлемен.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан завода 554-мĕш номерпе палăртнă. Вăл фронта валли кирлĕ продукци кăларма пуçланă.

Аттене, бронь вăхăчĕ тухнă май, 1943 çулхи çу уйăхĕнче фронта илсе кайрĕç. Эпир, тăватă ача, атте енчен виçĕ ватă çын, анне çумĕнче тăрса юлтăмăр. Шĕкĕр Турра, пире, ачасене, завод пăрахмарĕ, талăкне 400-шер грамм çăкăрпа тивĕçтерсе тăчĕ, кĕпе-йĕм çĕлеме пир-авăр, Çĕнĕ çулта парне паратчĕç. Эпир завод пулăшăвне виличчен те манас çук.

Атте Калуга, Кенигсберг хулисемшĕн пынă çапăçусене хутшăннă, икĕ хутчен аманнă. Сывалнă хыççăн Япони вăрçинче те çапăçнă. 1945 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче атте киле таврăнчĕ. Темиçе кунтанах вăл малтанхи ĕç вырăнĕнче тимлеме тытăннă. Атте 1964 çулта пенсие тухрĕ. Унăн сăнне завод музейĕнче вырнаçтарнă.

Эпир завод умĕнче парăмра юлман тесен те тĕрĕс пулĕ. Акă, Вера акка виçсе чĕркекен цехра 17 çул, шăллăмсем – Василий трактористра, Иван тара цехĕнче 7-шер çул тăрăшса ĕçленĕ. Вĕренме кайиччен эпĕ те çулталăк çурă дуст цехĕнче аппаратчикра вăй хутăм.

Завод пирĕн çемьешĕн çăлăнăç, телей  пулнă, хальхи пенсионерсемшĕн те вăл – чăн-чăн хÿтлĕх. «Август» Фирма ертÿçисем пирĕн поселок сăн-сăпатне лайăхлатассипе те, спорта аталантарассипе те ырми-канми ĕçлеççĕ.

Н.СИНИЦЫН, вăрçă ачи.

Источник: http://gov.cap.ru/Publication.aspx?id=2677945&gov_id=589&size=20
Чтобы получить полную инфрмацию и быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!

Отзывы, обсуждение обзора " Завод пире пăрахмарĕ" здесь: