Ачасене пĕлў тĕнчине чĕнсе пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ.

Ачасене пĕлў тĕнчине чĕнсе пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ.

Пĕрремĕш шăнкăрав, пĕрремĕш вĕренў кунĕ. Пăлхануллă самант. 2019-мĕш ҫулхи авăн уйăхĕн 2-мĕш кунĕнче, Ярмушкари вăтам шкулта, 14 вĕренекен пĕрремĕш хут парттăсем хушшине вырнаҫрĕ. Вĕсен клас ертўҫи, Нина Ивановна Кондратьева, ачасене кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Пĕлў тĕнчине пĕрле кĕрсе, ҫав ҫулпа пĕрле утаса, ачасене лайăх вĕренсе пымаллине теплĕн ăнлантарчĕ. Шкул пурнăҫĕпе, вĕренў йĕркипе паллашатарчĕ.

Авăн уйăхĕн иккĕмĕш кунĕнче, ҫуллахи пек ăшă та хĕвеллĕ кун, ачасен, ашшĕ-амăшĕсен кăмăлне те хăпартлантарчĕ. Шкул ҫи-пуҫне тăхăннă хĕр ачасемпе арҫын ачасем те, ашшĕ-амăшĕсем те кăмăллă. Шкул умне пухăннă вĕрененексен умĕнче пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ, пĕлў тĕнчине йыхăрчĕ.

Пĕлў кунĕ ячĕпе вĕренекенсене, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшĕсене саламлама район администрацин ҫĕрпе хуҫалăх пайĕн пуҫлăхĕ Игорь Вениаминович Егоров, Ярмушка ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Алексей Валентинович Петров та ҫитнĕ. Уяв ячĕпе саламласа ăшă сăмахсем каланă. Пĕлў ҫулĕпе утма ҫирĕп сывлăх суннă. Ярмушкри вăтам шкул директорĕ Георгий Геннадиевич Сорокин пухăннисене саламланă, ăнăҫу суннă.

Ермошкинское сельское поселение Вурнарского района