Çамрăксем килни аван

Вăрнар район тĕп больницинче кадр ыйтăвĕ çулсем хушши çивĕч тăнăран, коллектив çĕн варкăшпа пуянланнине пысăк пулăмпа танлаштармалла.

– Мана наставник енчен питĕ ăнăçрĕ. Михаил Максимович Калачев врач-хирургăн опычĕ çав тери пуян, стажĕ 47 çул. Ĕç вырăнне Вăрнар район больницине суйласа илнĕшĕн пĕртте кулянмастăп...

Владимир Кузьмин çамрăкăн çак сăмахĕсем пысăк шанăç çуратаççĕ. Вăрнар район тĕп больницинче кăçалтан врач-хирургра тимлеме тытăннăскер, чун туртăмĕ пысăк пулнине палăртать. Чăннипех те кирлĕ специалист.

Яна Яковлева та юратнă ĕçе пуçĕпех «ыткăннă». Вăл – врач-педиатр, Вăрнар больницине иртнĕ çул вĕçĕнче килнĕ. «Выпускниксенчен нумайăшĕ профессире аталанма хулара майсем ытларах тесе шутлать. Эпĕ кунпа килĕшместĕп. Сăмахран, ача-пăча тухтăрĕн диагностика шыравĕ валли вăхăт яланах хĕсĕк. Тухтăрăн яллă вырăнти ĕç спецификине шута илсен, хăвна хăв медицина пулăшăвĕн ытти енĕсене те алла илме хистетĕн», – тет вăл.

Коллектива килнĕ дипломлă тепĕр çамрăк Александр Александров врач-стоматолог-хирург.

Район тĕп больници профессионаллă кадрсемпе пуянланнинче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн тÿпи пысăк. Çамрăксем «Земство тухтăрĕ» федераллă программăпа ĕçе пуçăннă. Вĕсем яллă вырăна килнĕшĕн 1 миллион тенкĕлĕх тÿлеве илме тивĕç.

– Ял тухтăрĕн практики анлă. Пациентсем тĕрлĕ чирпе килеççĕ. Ÿсĕмĕ те тĕрлĕрен. Çакă пуян опыт пухма, клиника шухăшлавне аталантарма май парать. Йышăнусем те хăвăртрах тăватăн, яваплăха туятăн, – пĕлтерет Сергей Владимирович Илюткин тĕп врач.

Çапах та районти сывлăх сыхлавĕн тытăмне специалистсемпе комплектласси вĕçленмен-ха. Паянхи куна Вăрнар больницине врач-онколог, врач-кардиолог, врач-гинеколог кирлĕ.