Ача-пăча аманса суранланасси нумай чухне кантăк ванчăкĕсемпе, туратсемпе ал-урана кастарассипе, шăрпăк кĕрсе ларнипе, велосипедпа, самокатсемпе, чуччу-карусельпе ярăннă чухне аманнипе çыхăннă.
Çĕртен кăнтарса тăракан тимĕр япаласем, тункатасем, çул çинчи путăксем те хăрушлăх кăлараççĕ.
Килте ачасем вĕри плитаран, апат-çимĕçрен, утюгран, уçă çулăмран, электроприборсенчен пиçсе кайма пултараççĕ. Тепĕр чухне кравать е ытти çÿллĕ çĕртен ÿкни те инкек патне илсе çитерет. Вĕтĕ шăрçасене, тÿмесене, гайкăсене çăтса яни тĕл пулать. Çăвакан шĕвексене, отбеливательсене, йăлари ытти хими япалисене кĕçĕннисенчен аяккарах тытни вырăнлă.
Ачасене кантăк ванчăкĕсем тытассинчен асăрханма вĕрентмелле, мĕншĕн тесен унпа суранланни юна микробсем ертет. Çĕçĕсем, лезвисем, хачăсем вĕсем тытмалла мар çĕрте выртмалла.
Медикаментсене, кислотасене, наркăмăшлă ытти сиенсене апат-çимĕç кĕленчисенче усрани те инкек патне çитерме пултарать – вĕсем ку япаласене ăнсăртран ĕçме пултараççĕ. Аслисем валли кăларнă эмелсем ачашăн питех те хăрушă.
Электророзеткăсене пÿрнесене е мĕнле те пулин япала чикни те хытах суранлатма е вĕлерме пултарать.
Чи пысăк хăрушлăх – çулсем. Çавăнпа та урамра ачасене асăрхавсăр хăварма юрамасть, çул-йĕр правилисене астутарсах тăмалла. Велосипедпа, роликлă конькисемпе ярăннă чухне те тимлĕх кирлĕ – ачасем автомобиль çулĕсем çывăхĕнче ан ярăнччăр.
Физкультура упражненийĕсене тунă чухне те асăрхануллă пулмалла. Паллах, ачасем инкеке лекни нумай чухне вĕсен пысăк хускаласлăхĕпе, темĕн те пĕр пĕлес килнипе, опытсăррипе, çавăнпа та хăрас туйăм çуккипе çыхăннă.
Аслисен пулма пултаракан инкексем пирки асăрхаттарсах, ачасене вĕсенчен сыхласах тăмалла.
Кун пек чухне вĕсене хăратмалла мар, пачах урăхла – харпăр хăйне тĕрĕс тытсан хăрушлăха сирме пулнине ăнлантармалла.
Елена МИНАЕВА,
район тĕп больницин медицина психологĕ.