Автор: Егорова И.М. Кĕрхи çанталăка кĕске ăслă тенĕ пирĕн ваттисем. Чÿк уйăхĕ пиркиех каланăн туйăнать. Çанталăкĕ йĕпе-сапаллă, юрлă-çумăрлă. Хĕлле пулчĕ тесе кĕрĕксене те хускатрăмăр, анчах, курăсăн— урамра çумăр чашлаттарать. Çакăн пек çанталăк кĕçĕн çулхи ачасемшĕн хăрушăрах, мĕншĕн тесен кÿлĕсемпе пĕвесем çийĕнчи çÿхе пăр, куçкĕски пек йăлтăрккаскер, таçтанах çуталса выртаканскер, ытларах вĕсене илĕртет те. Инкек-синкек сиксе ан тухтăр тесе 2-мĕш класс ачисем чăваш чĕлхи урокĕнче хăрушсăрлăх правилисене аса илчĕç, «Асăрханăр: çÿхе пăр улталать!» темăпа калаçусем ирттерчĕç. Аслăрах классенче вĕренекенсен те, ашшĕ-амăшĕн те тимлĕ пулмалла, кĕçĕннисене сăнасах тăмалла, асăрхаттармалла. |