Асăрхансан «иккĕмĕш хум» пулмĕ

Коронавирус теми каллех нумай калаçтарать те – Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва çак ыйтуран пуçлани ăнсăртран мар.

Социаллă сетьсенче пандемипе çыхăннă ыйтусем нумаййин сăлтавĕ паллă: чылай регионта лару-тăру çивĕчленни сисĕнет – çынсем чирлесси палăрмаллах ÿснĕ. Çавна май Чăваш енре пурăнакансен хушшинче те иккĕленÿ сисĕнет – каллех карантин пулмĕ-и? Олег Николаев çирĕплетнĕ тăрăх, республикăра ку енĕпе хальлĕхе тăнăçлăх пур. Чирленисен шучĕ нумай ÿсни туйăнмасть – талăксерен 25–28 çын чухлĕ хушăнса пырать. Регион ертÿçин шучĕпе, республикăра ĕç-пуç тăруках йывăрланманнин сăлтавĕ – хăрушлăх мерисене пăхăнас тĕлĕшпе пурнăçлакан профилактика ĕçĕн кăтартăвĕ. Çапах лăпланма юрамасть – сыхă пулмалла.

– Муниципалитетсен пуçлăхĕсене чĕнсе калатăп: ытти регионтан килекен çынсем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Вĕсем хăйсене япăх туйсан пĕр тăхтамасăр медицина учрежденийĕсенчен пулăшу ыйтмалла, тĕрĕсленмелле. Çакă инфекцие чирĕн малтанхи тапхăрĕнче пÿлме, вăл сарăласран сыхланма май парĕ, – тенĕ вăл.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов çапла çирĕплетнĕ:Республикăра тăнăçлăх пур. Çакна чирлисене тупса палăртнин шутĕнче те, госпитализациленисен, тĕрĕсленĕ çынсен йышĕнче те куратпăр. Унтан та ытла: тестланă çынсен шучĕ пысăкланнă, çав вăхăтрах чирлисене тупса палăртасси унчченхи шайрах».

Апла пулин те ансат правилăсене манмалла мар: маска режимĕ, алăсене дезинфекцилесси, дистанци тытасси – çак йĕркене пăхăнсан эпидемин «иккĕмĕш хумĕ» пулмĕ.

Вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алла Салаева вара шкул ачисемпе çыхăннă лару-тăрăва уçăмлатнă: «Паян планпа пăхман каникул пуçламашкăн нимĕнле сăлтав та çук. Хамăр енчен Роспотребнадзор управленийĕнчен планпа килĕшÿллĕн чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçланмалли кĕркуннехи каникула вăрăмрах тумалли майсене тишкерме ыйтрăмăр. Ку ачасем хушшинче ковидпа чирлесси тăруках ÿснипе мар, кĕр кунĕсем грипп, ОРВИ енĕпе кăткăс пулнипе çыхăннă. Хушма пĕр эрне – дистанци вĕрентĕвĕ валли мар, эпидеми тĕлĕшпе йывăр тапхăра килте ирттерме. Çак мерăпа, пирĕн шутпа, усă курма пулать, вăл профилактика тĕллевĕллĕскер. Халь Роспотребнадзор хуравне кĕтетпĕр».