Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа…

Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа…

2020 ҫулта Аслă Ҫĕнтерў ҫитнĕренпе 75 ҫул ҫитрĕ. Кашни ҫын хурлăхпа куҫҫуль уявне асран ямасть. Вăрнар районĕнчи Кăмпал ялĕнче те ҫакна пурнăҫласа пыраҫҫĕ.

Ҫак ялта 1959 ҫулхи майăн 6-мĕш кунĕнче кун ҫути курнă, Краснов Виталий Павлович халăх асăнмалăх, вăрҫăра вилнисемпе килнисене асăнса мрамортан сăнўкерчĕклĕ ҫĕнĕ палăк лартнă. Мрамор плити ҫине аякран курăнмалла шурă саспаллисемпе вăрҫă вучĕ витĕр тухнă салтаксен ячĕсене икĕ плита ҫине ҫырнă. Палăкпа юнашар килĕсенче упранса юлнă 34 сăнўкерчĕк вырнаҫтарнă. Ҫак палăка Виталий Павлович пĕтĕм тăванĕсемпе канашласа вăрҫă тата тыл ĕҫченĕсене халалласа пуҫарнă.

Ку вырăнта унччен ҫуннă культура ҫурчĕнчен тума пуҫланă спортзал кўлеписем сăнсăррăн ял илемне пăснă. Йĕри-тавра пиҫенпе уссăр йывăҫсен вăрманĕ кашланă. Яла килмессерен Виталий Павлович ҫак вырăна хăтлă тума ĕмĕтленнĕ. 2000 - мĕш ҫулсенче ҫак вырăна колхозран укҫалла илнĕ. Хăй ĕмĕтне майĕпен пурнăҫа кĕртме пуҫланă. Ҫак хуҫалăха йĕркене кĕртме Бокс федерацийĕ пулăшу панă. Хăй ĕҫлесе илнĕ укҫине те пĕрре те шеллемен.

Палăкăн сулахай енне илемлĕ, капăр часовня тунă. Ĕлĕкхи ҫăла юсаса ҫĕнетнĕ. «Эпĕ Кăмпала юрататăп» - текен паллă та пур. Мрамор плитисене чĕрĕ чечек чўлмекĕсем илем кўреҫҫĕ.

Тинех ку вырăн хăтлăланчĕ, илемленчĕ, анчах ĕмĕтсем татах нумай.

Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа… Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа… Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа… Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа… Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа… Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа… Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа… Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа… Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа… Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа… Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа… Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа… Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа… Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа… Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа… Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа… Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа… Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа… Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа… Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа… Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа…

Азимсирминское сельское поселение Вурнарского района