Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕкленĕ паттăр

ФотоЧăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕкленĕ паттăр
Автор: Егорова И.М.

Кам пĕлмест-ши паян Шуршăла?

Хисеплетпĕр эпир çак яла.

Кунта пирĕн тăван Андриян

Курнă çутă тĕнче чи малтан …

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче, 6-мĕш «В» класс ертӳçи «Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕкленĕ паттăр» темăпа чăваш чĕлхи урокĕнче калаçу ирттерчĕ, презентаци кăтартрĕ.

Андриян Григорьевич Николаев – тĕнчипе паллă виççĕмĕш космонавт. Унăн ячĕ пĕтĕм тĕнче историне, Тăван çĕр-шыв историне кĕрсе юлчĕ. Космоса тĕпчесе пĕлес енĕпе вăл тĕнче наукине хăй пултарнă таран пуянлатрĕ, Чăваш çĕр-шывĕпе чăваш халăхне мухтава кăларчĕ.

Пулас космонавт 1929 çулта авăнăн 5- мĕшĕнче Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралнă. Андриян Григорьевич хăй амăшне, Анна Алексеевнăна, уйрăмах ытарайми сума суса юратнă. Çак ĕçчен те ăслă чăваш хĕрарăмĕ виçĕ ывăл та пĕр хĕр ÿстернĕ. Инçетре чухне Андриян час-часах тăванĕсене, Шуршăл ялне аса илнĕ, юратнă «Вĕç, вĕç, куккук» чăваш юррине юрланă.

Космонавт ячĕпе паянхи кун Шуршăлта шкул, тĕп урам, парк, ял хуçалăх предприятийĕ хисепленсе тăрать. 1972 çултанпа Космонавтика музейĕ ĕçлет, музей комплексĕнче космонавтăн бюстне вырнаçтарнă.

Шупашкарта та А.Г.Николаев ячĕллĕ урам, шкул, ачасен паркĕ пур. Николаев урамĕнче палăк та лартнă.

Шуршăлти космонавтика музейĕ – чăваш халăхĕн истори палăкĕ. Музейри 5 пин экспонант А.Г.Николаевăн кун-çулĕпе, космонавтика çитĕнĕвĕсемпе туллин паллаштарать. Музей комплекĕнче Андриян ячĕпе тунă часавай та вырнаçнă.

Андриян Григорьевич Николаев - тĕнчипе паллă виççĕмĕш космонавт, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ 2004 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ. Унăн вил тăприйĕ музей комплексĕнчи часавайра упранать. Мухтавлă ентешĕмĕр çĕре кĕнĕ пулин те унăн чыслă ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ. Вăл яланах пирĕн асра, яланах пирĕнпе. Эпир унпа мухтанапăр!

Список новостей