Чи лайăххисем паллă

Эрнекун районта педагогика ĕçченĕсен професси конкурсĕсен муниципаллă тапхăрне пĕтĕмлетнĕ.

«Çулталăкри чи лайăх воспитатель» конкурсра сакăр педагог тупăшнă. Çĕнтерÿçи – поселокри «Березка» ача сачĕн воспитателĕ Наталья Макарова. Лауреачĕсем – Елена Самойлова («Сеспель», Вăрнар) тата Валентина Алексеева («Ромашка», Вăрнар).

«Самый классный классный» конкурсăн кăçалхи çĕнтерÿçи – Вăрнарти 1-мĕш шкулти Ольга Птицына. Çавăн пекех финала 2-мĕш шкулти Наташа Никитина тата Хапăс шкулĕнчи Людмила Волкова тухнă.

Педагогика ăсталăхĕн тĕп конкурсĕн – «Çулталăкри чи лайăх учитель» – финалĕнче районти чи опытлă ултă педагог вăй виçнĕ. Лауреачĕсем – Вăрнарти 1-мĕш шкулти вырăс чĕлхи учителĕ Анна Васильева тата Пăртасри вăтам шкулти информатик Александр Никитин. Çĕнтерÿçи – Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти акăлчан чĕлхи учителĕ Ольга Физер.

Çĕнтерÿçĕсен умра тата хĕрÿрех кĕрешÿ. Профессири ăсталăха вĕсен республика шайĕнче кăтартма-çирĕплетме тивĕ.