Çутçанталăк чĕрĕлнĕ, илемпе тыткăнланă тапхăрта килсе çапрĕ пире калама çук хăрушă, пуçа вырнаçайми çак усал хыпар: пирĕн юратнă ертÿçĕ, «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн тĕп редакторĕ Вячеслав Васильевич Николаев ăнсăртран йывăр чир аллине лекнĕ хыççăн ĕмĕрлĕх куçĕсене хупрĕ.
Ун ырă енĕсене, ырă ĕçĕсене пĕр-пĕр награда валли çырмаллаччĕ... Шел, халĕ вĕсене пурнăçри чи йывăр статьяна хывма тивет. Виçĕмкун ăна юлашки çула ăсатрăмăр пулин те пурпĕр ĕненес килмест. Усал чир вăйлă та кĕрнеклĕ, сывă пурнăç йĕркине кăна тытса пынă çын çийĕн пуç пулса тăчĕ. Апла пулин те Вячеслав Васильевич юлашки кунччен чĕрипе-чунĕпе, шухăшĕсемпе коллективпа юнашар пулчĕ, юлашки кунччен тенĕ пекех унпа телефонпа çыхăнса калаçма, сĕнÿсем ыйтма май пулчĕ. Яланах çивĕч ăс-тăнпа палăрнăскер, çак паха ене юлашки самантчен те çухатмарĕ. Çур ĕмĕрне хаçат ĕçне панăскер юлашки кунччен редакцири ĕç-пуçпа кăсăкланчĕ.
Вуншар çул çума-çумăн ĕçленĕрен вăл текех коллектив йышĕнче çук тенине ĕненме, ун пирки иртнĕ вăхăтпа калаçма çав тери йывăр. Вăл пысăк саспаллисенчен çырма тивĕç ПРОФЕССИОНАЛ çеç мар, çав тери ырă чунлă çынччĕ. Редакци ĕçченĕсем кăна мар, кирек мĕнле çын та ун пулăшăвне туятчĕ. Никама та хирĕçлемен, сив сăмахпа хăртман. Темĕнле вăхăт çук пулин те хăй патне ыйтупа килекенсене итлеме, кирлĕ канаш пама пултаратчĕ.
Ĕçшĕн чунне пама хатĕрччĕ. Нихăçан та хăйшĕн тăрăшман, коллектива вара пуренлĕн пулăшнă.
Вячеслав Васильевич хаçат ĕçне вунçиччĕре кÿлĕннĕ. Корреспондент-радиоорганизатор, çырусен пайĕн заведующийĕ, яваплă секретарь, 20 çул ытла редактор заместителĕ, экономикăпа право пайĕн заведующийĕ пулнă. Вунтăватă çул енне коллектива ăнăçлă ертсе пычĕ. Пысăк пахалăхлă ĕçне ахальтен мар ĕнтĕ тĕрлĕ шайри сумлă наградăсемпе хакларĕç. Унăн ĕç çыннисем, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем, мал опытпа палăрнă çынсем çинчен çырнă очеркĕсем, çивĕч ыйтусем хускатакан статйисем халăхра ырă ят хăварчĕç. Унăн публикацийĕсем тăрăх район ĕçĕ-хĕлĕн историне йĕркелеме май пур. Сăмах май калас-тăк, пурнăçран уйрăличченхи юлашки калаçăвĕнче шăпах кĕнеке çырма ĕмĕтленни, унта чăн пулăмсене кĕртесси, кĕнеки ячĕ «Икĕ ĕмĕр пурăнмастпăр» пуласси пирки çунатланса пĕлтерчĕ. Шел, кĕске кун-çулĕ çак ĕмĕте пурнăçлама май памарĕ.
Хаçатра халь ĕçлекен журналистсем – пурте Вячеслав Васильевичăн пултарулăх шкулĕнчен. Вăл вĕрентсе сĕнÿ-канаш панине яланах ăша хывнă. Хаçат тиражне, ят-сумне çĕклессипе ăнтăлса ĕçлерĕмĕр. Хаçат дизайнне – ячĕнчен пуçласа кăларăм даннăйĕсем таран – илемлетсе улăштарма сĕнсен пĕтĕм ирĕке шанса тыттарчĕ. Хаçат логотипне, ялавне юнашар ларса шутларăмăр: эп компьютерта ÿкеретĕп, вăл хаклать...
Вăрнар район энциклопедийĕн 2-мĕш томне калăплани асра. Михаил Алексеевич Васильевпа, Воля Афанасьевич Ивановпа пĕрле канмалли кунсенче, пĕррехинче куç хупмасăр çĕрĕпе редакцире ĕçлерĕмĕр. Тăкаксем пирки нихăçан та шутламан Вячеслав Васильевич – район ĕç-хĕлĕшĕн вăл ырă кăмăлне хĕрхенмен. Чĕри çаплаччĕ.
Анлă тавракурăмĕ, ăс-тăн çивĕчлĕхĕ, пултарулăхĕ, çыннăн телейĕпе хуйхине хăй витĕр кăларма пĕлни унра çынлăх палли иксĕлми пулнине çирĕплетеççĕ. Унăн шÿчĕсем темле ăмăр çанталăкра та чĕресене хĕвел пайăркисем кĕртетчĕç.
Ăшă, таса чунлă, сăпайлă, тĕрĕслĕхе мала хуракан çын. Яланах таса, яка. Çутçанталăкăн, чĕрчунсен пысăк тусĕ... Пурнăç учителĕ... ,çченлĕх тĕслĕхĕ... Çак çухатăва хăнăхма, ыратăва лăплантарма çăмăл мар. Чунсем чарăнми йĕреççĕ. Редакци коллективĕ, «Çĕнтерÿ çулĕн» çывăх тусĕсем калама çук йывăр хуйхă авăрĕнче...
Светлана ЧИКМЯКОВА.