Çемьесене – пулăшу

Çĕршыври демографи тăрăмне лайăхлатас тĕллевпе Раççей Президенчĕ Владимир Путин тĕрлĕ мерăсем сĕнчĕ.

Вăл шутран пĕри – тÿлевĕн çĕнĕ тĕсĕ: пĕрремĕш ача çуралнăшăн паракан пособи. Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пай пуçлăхĕ Ирина Смолина пĕлтернĕ тăрăх, июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта ку укçапа 82 çемьене тивĕçтернĕ, çур çулта вĕсене пĕтĕмĕшле 4646,4 пин тенкĕ тÿленĕ. Июньте пособие илме пиллĕкĕн заявлени çырнă.

Тÿлеве çемьери пĕр çын пуçне вăтам тупăш 13872 тенкĕрен иртмесен параççĕ. Пособи виçи кăçал 8930 тенкĕпе танлашать.