Паллă ĕнтĕ, Чăваш ен ертÿçи Олег Николаев 2021 çул Сăр тата Хусан хÿтĕлев рубежĕсен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк пулĕ тесе пĕлтернĕ. Ку ахальтен мар. Тепĕр çулне çак хÿтĕлев линийĕсене тума пуçланăранпа шăпах та 80 çул çитет. Тепĕр тесен ку сăлтав анчах.
Çак йышăну пĕрремĕшĕнчен, историре тыл ĕçченĕсен çинчен астăвăм хăварас* иккĕмĕшĕнчен, хаяр хĕллехи условисенче виçесĕр тÿсĕмлĕх çитерсе питĕ кĕске вăхăтра мăнаçлă хÿтĕлев линине çĕкленĕ асаттесем, асаннесем, кукаçисем, кукамайсем, мăн асаттесем, мăн асаннесем, мăн кукаçисем, мăн кукамайсем умĕнче хамăр тивĕçе пурнăçлас* виççĕмĕшĕнчен, вăрçă вăхăтĕнчи ăрăвăн тĕслĕхĕпе çамрăксенче патриотлăх, Тăван çĕршывпа мăнаçланас туйăмсене вăйлатас тĕллевпе çыхăннă.
Çавăн пекех тата тепĕр пĕлтерĕшлĕ енне те палăртмалла. Эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фронтсенче салтаксем мĕнле паттăр ĕçсем тунине, Совет çыннисем Ленинград, Мускав патĕнче епле окопсем чавнине, хĕç-пăшал кăларакан заводсенче ĕçленине лайăх астăватпăр. Анчах та, тылра окопсемпе блиндажсем, дотсем тата ытти вут-хĕм вырăнĕсем, сăмахран, Сăр тата Хусан чиккисем çĕклени, пирки сахал пĕлетпĕр. Çак тĕслĕхе те чăннипех халăхăн ĕç паттăрлăхĕн символĕ теме пулать. Икĕ хÿтĕлев рубежĕсен строительствине 170 пин ытла çын хутшăннă, вĕсем 300 километра çити тăсăлнă е Шупашкартан Мускава çитмелли çулăн çурринчен кăшт кăна пĕчĕкрех.
Хÿтĕлев рубежĕн линин строительстви, ăна каярахпа «Сăр чикки» ят панă, нимĕç фашисчĕсен çарĕсем Мускав патĕнче тăнă чух, 1941 çул вĕçĕнче, пуçланнă. Чăваш АССРĕнче вăл Етĕрне районĕнчи Засурски – Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пантьăк – Улатăр районĕнчи Сăр Майданĕ ялĕсем енчи Сăр юханшывĕн хĕррипе иртнĕ.
Ĕç бригадисем 50 яхăн çынна пĕрлешнĕ. Кашни района прораб участокĕ çирĕплетсе панă. Прораб участокĕсен пуçлăхĕсем пулма Чăваш Республикин ВКП(Б) комитечĕн пĕрремĕш секретарĕсене тата райĕçтăвком председателĕсене янă. Вĕсене «хăйсен районĕнчи мобилизациленĕ ентешĕсене йĕркеллĕ ĕçлесе пурăнмашкăн условисем тума» хушнă% çывăх ялсенче, бараксенче вырнаçтармалла, çĕрпÿртсем чавмалла. Колхозсен апат-çимĕç, фураж илсе килессине, врач участокĕсене кирлĕ эмелсемпе тивĕçтерессине йĕркелемелле пулнă. Çар –уй-хир сооруженийĕсем туса хунă, центрĕсем – Етĕрне, Çĕмĕрле, Пăрачкав, Улатăр. Совнаркомăн ятарлă ларăвĕн тата ВКП(б) обкомĕн бюровĕн 1941 çулхи юпан 28-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе кашни районăн хăйĕн рабочийĕсене ĕç хатĕрĕсемпе – кĕреçесемпе, киркасемпе, лумсемпе, кувалдăсемпе, пăчкăсемпе, тачкăсемпе, наçилккасемпе тата ытти япаласемпе – тивĕçтермелле пулнă. Строительствăна урапаллă 226 тата гусеницăллă 77 трактор, 5 экскаватор янă.
Куçса çÿрекен госпиталь-изоляторсем, врач пункчĕсем, санэпидеми тата дезинфекци отрячĕсем йĕркеленĕ. Çакна валли кирлĕ чухлĕ медицина ĕçченĕсем, эмел таврашĕ, сурана çыхмалли материалсем уйăрнă.
«Чăвашстройтреста» пулемет дзочĕсем валли тимĕр-бетон калпаксем 500 штук, артельсене – пуртăсем, кĕреçесен аврисем, йывăç кашăксем, чашăксем, çăпатасем, алсасем хатĕрлеме хушнă. Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар районĕсенче шур чул кăларма, йышпа вăрман касма тытăннă.
Малта пыракан участоксене, бригадăсене, звеносене, уйрăм рабочисене хавхалантарас йĕркене кĕртнĕ. Ĕç тĕсне тата специальноçе кура преми виçи 150 тенкĕрен тытăнса пин çурă таранах пулнă. Сăмах май, ун чухне ĕне 2,5–3 пин тенкĕ тăнă. Прораб участокĕсенче куллен кирлĕ таварпа суту-илÿ тăвассине йĕркеленĕ. Мобилизациленĕ çынсенчен нумайăшĕн йĕркеллĕ тумтирĕ те, пушмакĕ те пулман. Ĕçленĕ чух пушмак хăвăртах çĕтĕлнĕ. Мобилизациленĕ çынсем ыйтнипе пушăтпа тата çăпатапа суту-илÿ тума ирĕк панă.
Йывăрлăхсене тата шартлама сивве пăхмасăр халăхăн ĕçри паттăрлăхне пула Сăр чиккине тĕлĕнмелле кĕске вăхăтра – 45 кунра – хăпартнă.
Рубежсен строителĕсене ĕмĕрлĕхе астăвăмра хăварас тĕлĕшпе йышăну тума Олег Николаева хăйĕн пурнăçĕ те витĕм кÿнĕ. Ăна ача чухне аслашшĕ Сăр чиккине мĕнле туни пирки сахал мар каласа панă, мĕншĕн тесен хăй, ÿсĕмне тата инвалид пулнине кура фронта каяйман ытти арçынсем пекех, ăна çĕклеме хутшăннă.
Олег Николаевăн пуçарăвĕ вăхăтра пулнипе хаклă. Пирĕн çакна йышăнас килмесен те, анчах та вăхăт малаллах шăвать, рубежсене çĕклеме хутшăннă çынсен йышĕ кашни çул чаксах пырать. Ĕç хастарĕсенчен пĕри – Кузьма Трифонов, вăл çитес нарăс уйăхĕнче 90 çул тултарать.
Çирĕппĕнех калама пулать% вăл Сăр чиккине хăпартнă арçынсенчен пĕртен-пĕр чĕрĕ юлнă. Кунсăр пуçне вăл хÿтĕлев линин строителĕсенчен чи çамрăкки пулнă.
Çакă мĕнле пулса тухнă-ха; Вăл вăхăтра хистесех янă ĕçсене – вăрман хатĕрлеме, торф кăларма, хÿтĕлев чиккисене çĕклеме – 17 çула çитнисене кăна илнĕ-çке.
– Эпир Элĕк районĕнчи Анаткас Сурăм ялĕнче пурăннă, – аса илет Кузьма Трифонович. – 1941 çулхи çурла уйăхĕнче аттене вăрçа илсе кайрĕç. Килте анне, 15 çулти аппа, эпĕ тата иккĕри шăллăм юлтăмăр. Леонтина аппана торф кăларма илсе кайрĕç, эпĕ çемьере асли вырăнне юлтăм.
Кузьма Трифонович хăйĕн çулĕсенчи пек курăнмасть, ÿт-пĕвĕ йăрăс. Анчах та чи кирли вăл – тĕлĕнмелле астăвăмлă пулни, халĕ те пурнăçри хăшпĕр самантсене вак-тĕвек таранах астăвать.
– Пĕррехинче, халĕ ĕнтĕ хĕлле,– каласа парать вăл,– пирĕн пата районти çар комиссариачĕн представителĕ, Владельщиков хушаматлăскер, кĕрсе тăчĕ. Ун чухне манăн анне чирлĕ выртатчĕ. «Тăр! Сăр хĕррине окоп чавма каймалла»,– хушрĕ ăна Владельщиков. Анне хутне кĕтĕм% « Енчен те вăл вĕриленсе кайнă тата вырăнпах выртать пулсан мĕнле ура çине тăтăр-ха;» – тетĕп. Владельщиков йывăррăн сывласа илчĕ те %«Мĕн тумалла-ха ĕнтĕ; Фашист кĕтсе тăмасть». Темшĕн-çке «фашист кĕтсе тăмасть» тени асра çирĕп юлчĕ. Эпĕ ура çине тăтăм та% «Тен, эпĕ ун вырăнне каятăп;» – терĕм. Владельщиков мана сăнаса пăхрĕ те% «Эсĕ мĕн тума пĕлетĕн;» – тесе ыйтрĕ. «Пур ĕçе те пултаратăп. Лаша тытма пĕлетĕп», – тесе хуравларăм. Тепĕр кунне колхоз лашине кÿлтĕм, кăштах апат илтĕм, çăпата сыртăм, сурăх тирĕнчен çĕленĕ кĕске кĕрĕке тăхăнтăм та Етĕрне еннелле кайрăм. Манпа пĕрле çуна çинче 6 çын ларса пычĕ – пурте пирĕн ял бригадинчен.
Кузьма Трифонович хăй çĕр чавман. Анчах та унăн ĕçĕ те – лаша пăхасси – пĕлтерĕшлĕ пулнă, çак чĕрчун строительствăра тĕп туртăм вăйĕ шутланнă.
– Тĕпрен илсен эпĕ хамăн лашапа вăрман турттарнă,– малалла каласа парать вăл.– Ăна пĕрмаях пăхмаллаччĕ% апат памалла, ăшă шывпа шăвармалла, сивĕрен ашăкпа витмелле. Калас пулать, шартлама сивĕсем тăратчĕç, 40 градус таранах. Каçсерен çывăхри яла кайнă. Пÿртсенче, мунчасенче çĕр каçнă. Паллах, пурин валли те вырăн çитместчĕ, час-часах урайĕнче айăн-çийĕн йăваланса çывăрнă.
Мĕнле условисенче ĕçлеме тÿр килнине Олег Николаева майăн 9-мĕшĕнче видеоçыхăнупа Сăр чиккине тума хутшăннă Елена Захарова та каласа панă. Вăрçă пуçланнă чухне вăл 17 çулта пулнă. 1941 çулхи кĕркунне ăна ватăсемпе тата хĕрарăмсемпе пĕрле Сăр хĕррине окопсем тата траншейăсем чавма янă.
– Йывăрлăхĕ сахал марччĕ. Пĕрре манăн çăпатасем салтăнса кайрĕç, ун чухне йĕпе-сапаччĕ тата сивĕччĕ. Ура шăннă пирки туйми пулчĕ. Массаж тума пăхрăм, усси çук, утма питĕ хĕн. Аран-аран айăккине пăрăнтăм. Ларатăп йĕрсе, малалла мĕн тумаллине пĕлместĕп. Ыттисем курчĕç, лăплантарчĕç те киле ячĕç. «Ан кулян, пĕтĕмпех лайăх пулĕ»,– терĕç вĕсем. Çапла пĕр-пĕрин кăмăлне çĕклеме пулăшнă.
– Эпир туслă ĕçленĕ,– çирĕплетет тыл ĕçченĕн сăмахĕсене Кузьма Трифонович.– Сăр рубежне хĕрарăмсем çĕкленĕ. Арçынсем сахаллăн пулнă – ытларахăшĕ ватăсем, инвалидсем пулнипе çара кайма тивĕçейменнисем. Çавăнпа та арçынсене хакланă. Мана асатте ачаранах тĕрлĕ ремесласене вĕрентнĕ. Пĕррехинче эпĕ пăчкă хăйрарăм. Çакă пурне те килĕшнĕччĕ, мĕншĕн тесен вутă татма çăмăлрахчĕ. Кун хыççăн эпĕ ытларах пăчкăсем хăйраттăм. Пĕрре çапла ĕçленĕ чухне сăмсаран юн кайрĕ, ахăртнех, çывăрса тăранманни, ывăнни витĕм кÿчĕ пулĕ. Астăватăп-ха, пĕр хĕрарăм ман пата пычĕ те юна шăлса тасатрĕ, ыталаса илчĕ те макăрса ячĕ. Вăл килте юлнă ывăлне аса илчĕ пулас.
– Вăт çапла эпир пурăннă тата ĕçленĕ, – кăштах чĕтревлĕн тухакан сассипе каларĕ те Кузьма Трифонович хăйĕн медалĕсене кăтартрĕ.
Вĕсем нумай. Анчах та уншăн чи хакли – «Пирĕн ĕç тĕрĕс. Эпир çĕнтеретпĕр» сăмахсене картса Сталин барельефне сăнлани, медалĕн тепĕр енĕнче «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» çырни пур.
Алексей КРЯЖИНОВ.