Хăрушă чир аллине лекер мар

Юнкун Чăваш енре коронавирус инфекципе чирленĕ 79-ти хĕрарăм вилнĕ. Унăн урăх йывăр чирсем те пулнă.

COVID-19 унăн апрелĕн 10-мĕшĕнче палăрнă, ăна тÿрех госпитализациленĕ. Тухтăрсем ун пурнăçĕшĕн юлашки самантчен кĕрешнĕ, сывлавне ИВЛ аппаратпа йĕркене кĕртме тăрăшнă, анчах чир вăйлăрах пулнă.

Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев çакă пуриншĕн те йывăр самант пулнине палăртнă.

«Шел те, çынсем хăрушсăрлăх правилисене уяманни куç умĕнчех. Уйрăмах теветкеллĕх ушкăнри çынсем хăйсен сывлăхне упраманни пăшăрхантарать. Коронавирус инфекцийĕ чире шала яма пултарать. Сире пырса тивмест, ăнăçать, тухса çÿренишĕн нимĕн те пулмасть тесе шутламалла мар. Чăваш енре ку ушкăнрисене пулăшма йăлтах шута илнĕ. Апат-çимĕçе, эмелсене волонтерсем килех çитерсе параççĕ. Сăлтавсăр килтен тухмалла марри пирки тепĕр хут чĕнсе калатăп. Ку инкеке пĕрле кăна çĕнĕпĕр», – тенĕ Олег Николаев.

Коронавирус инфекцийĕ сарăлассине асăрхаттарас ыйтусене çак кун Чăваш Республикинчи Оперативлă штаб йĕркеленĕ черетлĕ «тÿрĕ лини» урлă сÿтсе яврĕç. Çынсен кăсăклану пуррине ыйтусем йышлă килни çирĕплетрĕ.

Шăнкăравпа тухакансен чунри шухăшĕсене Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ Алла Салаева, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ĕçлев министрĕ Алина Елизарова, ытти яваплă çынсем хуравларĕç. «Тÿрĕ линие» цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн заместителĕ Юлия Стройкова ертсе пычĕ.

Эфира тухакансем самоизоляци тапхăрĕнче шкул ачисен дистанцилле вĕренĕвĕпе, вăл хăçанччен тăсăлассипе кăсăкланчĕç. Ансат мар пулин те, вĕренÿ организацийĕсем тĕрлĕ интернет-платформăсемпе усă курса вĕренÿ процесне пурнăçлаççĕ. Хальлĕхе ку мелпе апрелĕн 30-мĕшĕччен пĕлÿ илесси паллă. ОГЭ, ЕГЭ тапхăрĕсене куçарнă. 9-мĕш класран тухакансем профильлĕ предметсемпе кăна экзаменсем тытĕç.

Лару-тăру ачаллă çемьесене те йывăрлăха кĕртсе ÿкернине шута илсе çĕршыв шайĕпе 3 çулчченхи ачасене апрель–июнь уйăхĕсенче 5-шер пин пама йышăннă. Çавăн пекех амăшĕн капиталне илме тивĕç, сахал тупăшлă çемьесенчи 3–7 çулсенчи ачисемшĕн те пособи пăхнă.

Бизнеса та çăмăл мар. Карантина пула хăшĕсем ĕçсĕр юлнă. Экономика аталанăвĕн министрĕн заместителĕ Инна Антонова ку сферăра та пулăшу мерисем çирĕплетнине каларĕ. Аренда тÿлевĕн виçине чакарма, тÿлевсене урăх тапхăра куçарма май пуррине ăнлантарчĕ. Алла Салаева кÿрекен çăмăллăхсене систематизацилемеллине асăрхаттарчĕ.

Ытти ыйтусем тавра: ĕçсĕр юлнисен пособие илме заявленисене портал урлă тăратмаллине, маскăсене харпăр хăйне тата таврари çынсене хÿтĕлеме тăхăнса çÿремеллине пĕлтерчĕç.

Республикăри пĕр районта, акă, карантин вăхăтĕнче ача садне ача хăварма ашшĕ-амăшĕнчен кăна мар, аслашшĕ-асламăшĕнчен те справка ыйтаççĕ иккен. Оперативлă ушкăн çакă тĕрĕс маррине, ку енĕпе тĕрĕслев ирттерессине пĕлтерчĕ.

«Сад-пахча вăхăчĕ пуçланчĕ – хуларан дачăна кайма юрать-и?» – ыйтрĕ аслă çулхи пĕр çын. Ку ÿсĕмрисен хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшса самоизоляцире пулни вырăнлăрах, терĕ ĕç ушкăнĕ.

Шăнкăравлакансем Мускавран е ытти регионтан килнĕ çынсем урамра ирĕклĕнех çÿренипе, каласан та тимлĕхе илменнипе кăмăлсăррине палăртрĕç. Пĕр арçын çакăн пек тĕслĕхсене ăçта пĕлтермеллипе кăсăкланчĕ. Самоизоляци йĕркине пăсакансем пирки полици пайне пĕлтерме сĕнчĕç. Мĕншĕн тесен ют çĕршывран, çавăн пекех ытти регионсенчен килекенсен 14 кун килтен тухмасăр лармалла. Çакна Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн Указĕпе çирĕплетнĕ чару мерисенче палăртнă. Ку режима пăсакансене административлă явап тыттараççĕ.

Эфир пуçламăшĕнче те, вĕçлениччен те Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ Алла Салаева граждансене харпăр хăй тата çывăх çыннисен сывлăхĕшĕн яваплăрах пулма чĕнсе каларĕ. «Умра – Мăнкун. Кăчкă праçникĕнчи пек шутламасăр утăм тăвас марччĕ, Чиркÿсене йышлăн пухăнни чирлес хăрушлăха ÿстерет», – терĕ вăл.

Вулакансене пĕлме, православи тĕнĕн чи пысăк уявне тÿрĕ трансляципе пăхма пулĕ. Чăваш наци телевиденийĕн тата ОТР каналăн эфирĕпе 23 сехет те 30 минутра пуçланать.

Хăвăра упрăр! Хăрушă чир аллине лекер мар!

Светлана ЧИКМЯКОВА.