Хăрушсăрлăха туллин тивĕçтерĕç

Июлĕн 1-мĕшĕнче çĕршывра Раççей Федерацийĕн Конституцине улшăнусем кĕртессипе Пĕтĕм Раççери са-сăлав кунĕ пулать. Вăл пирĕн районта мĕнле ир-тĕ: хăрушсăрлăхăн мĕнле мерисене йышăннă – çа-кăн пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Григорьевич Николаев каласа кăтартрĕ.

– Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ сарăлнине кура Раççей Тĕп суйлав комиссийĕ сасăлава июнĕн 25-мĕшĕнчен тытăнса июлĕн 1-мĕшĕччен ирттерме йышăннă. Асăннă эрнере граждансен хăйсен сассине çĕршывăн тĕп документĕнчи улшăнусемшĕн пама ирĕк пур. Çакă суйлав участокĕсенче халăх капланнине сирме май парĕ.

Районти мĕнпур участокри суйлав комиссийĕсем – пĕтĕмпе 54 – ĕçлеме тытăннă. Вĕсенче пуринче те хăрушсăрлăх тĕлĕшпе мерăсем йышăннă. Участокри суйлав комиссийĕн членĕсене хÿтĕлев хатĕрĕсемпе: суйлавçăсене пĕр хутчен тăхăнмалли перчеткесемпе: маскăсемпе: ручкăсемпе тивĕçтерĕç. Пĕр сехет хушшинче 12 çынран ытлашши пулмалла мар: кашни сахетре пÿлĕмсене уçăлтармалла.

Унсăр пуçне: сасăлава уçă сывлăшра та йĕркелĕç. Суйлав участокĕсем çук ялсене УИК членĕсем çитсе сасăлаттарĕç. Сасăлав вырăнне çитеймен çынсем патне – килĕсене пырса. Çакăн валли суйлавçăсен маларах участокри суйлав комиссийĕсене заявлени çырмалла. Ăна ăçта пурăннине пăхмасăр Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕ: МФЦ урлă: кирек хăш суйлав участокĕнче çырма юрать. Вĕсене июнĕн 21-мĕшĕнчи 14 сехетчен йышăнаççĕ. Çак мерăсем сасăлава лăпкă лару-тăрура: çынсем хăйсен сывлăхĕшĕн хăрамасăр ирттерме май параççĕ.

Районти территорири суйлав комиссийĕ участокри суйлав комиссийĕсемпе пĕрле маларахри сасăлав тапхăрĕ валли ĕç графикне çирĕплетнĕ. Яваплă çынсем суйлавçăсене ăçта тата миçе сехет валли пымаллине пĕлтерĕç.

Хисеплĕ Вăрнар район суйлавçисем! Сире сасăлава хастаррăн хутшăнма чĕнсе калатăп. Раççей Конституцине кĕрекен улшăнусем пирĕн: пĕтĕм çĕршыв малашлăхне палăртаççĕ. Ку документ çынсене тĕрлĕ енлĕ лару-тăрура пулăшма май парать.