Хисеп мулран паха

Вăрнарта пурăнакан Лидия Семеновна Максимова районти сывлăх сыхлавĕн тытăмне хăйĕн 30 ытла çулне халалланă. Тахçанах тивĕçлĕ канура пулин те ĕçленĕ вăхăта ăшă туйăмпа аса илет.

Лидия Семеновна Волонтерта çуралса ÿснĕ. Ачаранах тухтăр пулас килнипе шкул хыççăн ку енĕпех вĕреннĕ. Дипломлă специалиста направленипе Рункăри фельдшерпа акушер пунктне янă. «ФАП валли уйрăм çурт пулман, çынсене йышăнма клубра кĕтес уйăрнăччĕ», – аса илет Лидия Семеновна.

Çамрăк, пуçаруллă пулнă ĕнтĕ. Кунтан та ытларах халăх сывлăхĕшĕн тăрăшнă. Ку вăхăтра ун тимлĕхĕнче 164 кил хуçалăхĕ шутланнă. Ачасем нумай. Çавăнпа та Лидия Семеновна Рункăра ФАП тăвас ыйтăва çивĕччĕн çĕкленĕ, ку объект ял çыннисене питех те кирлĕ пулнине ĕнентерме пултарнă.

Çапла 1969 çулта Рункăра икĕ кăмакаллă щитовой фельдшер пункчĕ уçăлнă. «Кирпĕче Канаш районĕнчи Катекрен туяннă. Анчах та пĕрре кайсан пĕр пин штук кăна паратчĕç. Пилĕк хутчен кайрăмăр. Юрать, ял Совечĕ трактор уйăрнă. Тиеме вара хамăрах – эпĕ, медсестра тата санитарка – тиенĕ. Ун чухне вăй пулнă та ниме пăхмасăр ĕçленĕ», – кăмăллăн калаçрĕ Лидия Семеновна.

,ç условийĕсем çăмăл пулман, апла пулин те чирлĕ çынна вăхăтра пулăшнă. Ачасем патне килĕрен çÿренĕ. Рункăра вунă çул тимленĕ хыççăн Вăрнарта, хими завочĕ çумĕнчи уйрăмра 20 çул ытла фельдшерта тăрăшса ĕçленĕ.

Кăмăллă калаçу ахальтен çуралмарĕ. Лидия Семеновна редакцие медицина ветеранĕсене хисепленишĕн тав тума килчĕ.

– Ватă çынсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ ячĕпе «Мила» кафере пухрĕç. Ытла та чаплă хатĕрленнĕ пире кĕтсе илме. Сергей Илюткин тĕп врач ăшă сăмахсемпе чĕрене çемçетрĕ. Наталья Никитина аслă медсестра кашнине тăван амăшне пек çупăрласа кĕтсе илни кăмăла çĕклерĕ. Ташласа-юрласа, пĕр-пĕринпе чун туличчен калаçса савăнтăмăр, – терĕ вăл çĕкленÿллĕн.

Хисеп мулран паха, тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Ватта хисеплекен хăй те ырă курать.

Сăмах май каласан, Лидия Семеновна Максимова «Çĕнтерÿ çулĕн» пысăк тусĕ те. «Хаçат ырра вĕрентет тесе ахальтен каламан-тăр, ăна чăтăмсăррăн кĕтеп, вĕçне çитиччен вулап. Медик-ветерансене уяв сĕтелĕ тавра пухассине те «Çĕнтерÿ çулĕ» урлă пĕлтĕм», – кăмăллă сăмахсем редакци ĕçченĕсен чунĕсене те уçрĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.