Хресчен ыррине кĕтет

Çуракине тухма вăхăт çитет. Шутлă кунсем юлчĕç темелле. «Янгорчино» кооперативра эрнекун агрономсемпе инженерсен районти семинар-канашлăвĕ пулчĕ.

Пурри аякран тĕкмест

Мехпарка пуянлатса пырать, агротехникăна пăхăнса ĕçлет, малашлăха çирĕп утăмсемпе утать – çак сăмахсем пĕтĕмпех «Янгорчино» хуçалăх пирки. Семинара килнисем кооперативăн çĕнетсе улăштарнă кĕлечĕсене, ангарĕсене кĕрсе курчĕç. Тырă, çĕр-улми вăрлăхĕсем хăтлă вырăнта упранаççĕ. Вĕсем ака стандартне тивĕçтереççĕ. Тĕпрен илсен, ял хуçалăх машинисем юсавлă. Ĕç вăйĕ çителĕклĕ. «Янгорчино» кооператив паян тесен паян ака-суха ĕçĕсене пуçăнма хатĕр. Анчах та уй-хирте хытă юр талккишпех выртни çĕр ĕçченне хура çĕре шуратма чăрмав кÿрет.

– Ахăртнех, çуракине çу уйăхĕсĕр тухаймастпăр. Пысăк тухăç паракан кĕр тыррисен шăпи те хытах шухăшлаттарать,– терĕ кооператив ертÿçи Геннадий Романов.

Семинара пухăннисем те калаçăва хутшăнчĕç:

– Чăн та, малашнехине пĕлме йывăр. Тыр лаптăкĕсене тепĕр хут акма тивмĕ-ши?

Пурри аякран тĕкмест. Кĕрхисен хăш-пĕр пайĕ пĕтме пултарассине шута илсе кооперативра хальхи вăхăтра саппас вăрлăх – урпа – хатĕрлессипе тимлеççĕ. «Кĕркунне пÿлмесем тулли пулччăр тесен страхлав фончĕ пирки халех шутламалла»,– сĕнчĕ ĕçтешĕсене Геннадий Васильевич.

Улми лайăх-и, тырри лайăх-и?

Çураки умĕн хресчене тăнлавсене пĕркелентерсех шухăшлаттаракан тепĕр ыйту – çĕрулми хакĕ йÿнĕ пулни. «Иккĕмĕш çăкăра» туса илни иккĕмĕш çул ĕнтĕ тăкаклă. Çĕрулми ыйтакан-туянакан çукпа пĕрех. Районти фермерсенчен пĕри семинара килнĕ хăнасенчен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен çĕрулми вăрлăхĕ кирлĕ мар-и тесе ыйтрĕ. Шел пулин те, майлă хурав илтеймерĕ. Çав вăхăтрах кăçал тырă хакĕ çĕпре пек хăпарса кайни çĕр ĕçченне савăнтарать. Утмăл кунтан кĕрекене ларакан урпа, сăмахран, тулăран та хаклăрах пулма пултарать.

«Йăлтах тырă аксан лайăхрах мар-и?» – çакăн пек шухăш та мĕлтлетсе илет хресченĕн пуçĕнче. Паллах, пурнăç кустăрми урăхла çаврăнма пултарнине те шута илмелле. Тен, кĕр мăнтăрĕпе çĕрулмин те лайăх хак пулĕ? «Янгорчино» кооперативра акă малашлăха пăхаççĕ% лаптăка пĕчĕклетсен те «иккĕмĕш çăкăра» лартаççех. Хресченшĕн тырри те, улми те лайăх. Хакĕ тивĕçлĕ пултăрччĕ. Ку çул çĕрпелсем çĕрулми валли 42 гектар çĕр уйăрĕç. Пĕлтĕр «иккĕмĕш çăкăра» 55 гектар çинче çитĕнтернĕ. Хуçалăхра «Гала», «РедСкарлетт», «Эволюшен» сортсене кăмăллаççĕ.

Çĕрпелсен производство валли пĕтĕмпе 1173 гектар çĕр пур. Ку лаптăк малтанхи çулсенчен пĕчĕкрех, мĕншĕн тесен «Янгорчино» кооператив усă курнă Хирпуç ял тăрăхĕнчи çĕрсем тепĕр харпăрлăх хуçине куçнă. Геннадий Романов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал хуçалăхра çурхи культурăсене 370 гектар акма палăртаççĕ, çав шутра урпа 218 гектар, тулă – 125, пăрçа – 22, сĕлĕ – 7 гектар. Иртнĕ çул выльăх апатне çителĕксĕр хывнăран кăçал кукуруза, пĕр çул ÿсекен курăксен лаптăкне пысăклатма палăртнă.

Çурхи кун çулталăклăх

«Янгорчино» кооперативра хĕрÿ тапхăра епле хатĕрленнипе паллашнă хыççăн конференцие хутшăннисем вырăнти культура çуртне пухăнчĕç. Сасартăк илемлĕ юрă-кĕвĕ янăраса кайрĕ. Хирпуç, Çĕрпел енчи артистсем пĕрин хыççăн тепри пултарулăх номерĕсемпе паллаштарма пуçларĕç. Ĕç çыннисен сăн-пичĕ савăнăçпа çуталчĕ. Умра яваплă тапхăр. Кăмăл-туйăм çĕкленÿллĕ пулни, ыранхи куна шанни çĕр ĕçченне питех те кирлĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов ĕç планĕпе, аграрисем çуракине мĕнле хатĕрленнипе паллаштарчĕ. Малтанах палăртнă тăрăх, районĕпе акмалли лаптăк кăçал 29194,4 гектар (пĕлтĕрхинчен 647,5 гектар ытларах) йышăнмалла. Çурхи тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 14973,3 гектар акса хăвармалла. Кунсăр пуçне пĕлтĕр хура çĕре 6190 гектар çинче шуратнă. Çĕрулми 409,5 гектар пулĕ, ку вăл иртнĕ çулхи шайăн 83,7 проценчĕ.

Уй-хир патши – кукуруза – валли 2045,5 гектар çĕр уйăрĕç, çав шутра 500 гектарĕ тĕшĕ, 1545 гектарĕ симĕс апат туса илме пулĕ. Пĕтĕмĕшле вара выльăх апачĕлĕх культурăсем 9867,7 гектар сарăлĕç.

Мĕн акатăн, çавă шăтать. Аграрисем тырă пахалăхĕшĕн тăрăшни курăмлă.Тĕрĕсленĕ вăрлăхăн 94 проценчĕ кондициллĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта пахалăхлă тырă 70 процент пулнă.

Вăхăт хăвăрт шăвать. Анчах та хăшпĕр хуçалăхсем çак тапхăр тĕлне минераллă удобренисем кÿрсе килеймен. Вĕсем – «Юнтапа», «Агрохмель», «Знамя» предприятисем. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене çителĕклĕ хывнă предприятисем те пур. «Янгорчино» кооператив та хастаррисем хушшинче.

Кăçал районта пушă выртакан 2148,71 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме палăртнă.

Техника – ял хуçалăхĕн чĕри. Транспортсăр калăпăшлă пĕр ĕç те пурнăçланмасть. Семинар-канашлура патшалăх техника асăрхавĕн патшалăхăн районти аслă инспекторĕ Иван Тимофеев ял хуçалăх машинисене вăхăтра тĕрĕслесе тăмалли çинчен асилтерчĕ. Техникăна çуракине тухма мĕнле хатĕрленĕ-ха? Вăтам кăтартусем çапларах. Районĕпе илсен, тракторсен, сеялкăсен, дискаторсен 91 проценчĕ, культиваторсен 92 проценчĕ ака-суха ĕçĕсене пуçăнма хатĕр.

Семинарта тухса калакансем чылаййăн пулчĕç. Федераллă служба управленийĕн ветеринари тата фитосанитари асăрхавĕ енĕпе тимлекенсем Валентина Никитинăпа Александр Андреев, Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Вячеслав Алексеев, «Чувашский» агрохими службин тĕп агрохимикĕ Геннадий Михайлов, асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Алексей Петров, республикăри ветеринари лабораторийĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Нестеров пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Тĕрлĕ компанисен, суту-илÿ çурчĕсен представителĕсем те сăмах илчĕç, хăйсен продукцине сĕнчĕç. Çурхи кун çулталăк тăрантарать теççĕ. Çак ваттисен сăмахне аса илсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев çĕр ĕçченĕсене çуракине кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттерме сунчĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.