Чăваш Республикинчи çынсен прависем енĕпе тимлекен уполномоченнăй Надежда Прокопьева тата çутçанталăка сыхлассипе тимлекен регионсем хушшинчи Атăлçи прокурорĕ Вениамин Селифанов ытларикун пĕрлехи килĕшĕве алă пуснă.
Килĕшÿ пĕрле усăпа вăй хума май парать: икĕ ен экологи сферинче çынсен прависемпе ирĕклĕхне хÿтĕлес, экологи лару-тăрăвĕ пирки тĕрĕс информаципе тивĕçтерес, çутçанталăка сиен кÿнĕ тĕслĕхсене палăртас тата асăрхаттарас, пĕрлехи мероприятисем ирттерес ыйтусемпе тачă çыхăнура ĕçлеме калаçса татăлнă.
Ку ĕçлĕ хутшăну унччен те пулнă. Уполномоченнăйпе прокуратура муниципалитетсенче вырăна тухса граждансене йышăннă. Çавăн пекех çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе тата çутçанталăка вараланипе çыхăннă тĕслĕхсем çинчен пĕлтерсе уполномоченнăй яланах прокуратурăна тухнă.
Вăя пĕрлештерсе ĕçлессине документпа çирĕплетни вара мĕнпур тĕллеве пурнăçа кĕртме ытларах май парасса шанаççĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.