Комментируют поправки к Конституции

Татьяна Павловна Ефимова,

Калининăри вăтам шкул директорĕ:

– РФ Конституцине тÿрлетÿсем кĕртнине ырлатăп, мĕншĕн тесен хальхи пурнăç нумай пулăма çĕнĕлле хаклама хистет. Раççей халăхсен чĕлхисене пысăк тимлĕх уйăрни савăнтарать. Паллах, вырăс чĕлхи сумне ÿстерес енĕпе тăрăшмалла тени тĕрĕсех. Аслă çĕршывăмăрта пурăнакансене пĕр-пĕринпе хутшăнма пулăшаканĕ шăпах та вырăс чĕлхи. Вăл Раççей Федерацийĕн патшалăх чĕлхи шутланать. Асăрхăр: Конституцие çĕнĕ тÿрлетÿсем кĕртни тăван чĕлхене пачах та хĕсĕрлемест. Ăна малалла та упрама, аталантарма, вĕрентме право пуррине çирĕплетет. Наци республикисем вырăс чĕлхисĕр пуçне хăйсен патшалăх чĕлхине те çирĕплетме ирĕк пур. Ку анчах та мар. Патшалăх влаçĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче, республикăри патшалăх учрежденийĕсенче тăван чĕлхепе вырăс чĕлхипе танах усă курма юрать.

Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Хăюллăрах пулăр, чăвашсем! Атте-анне, асатте-асанне, кукаçи-кукамай чĕлхипе пуху-ларусенче, семинар-канашлусенче, уявсенче вăтанмасăр калаçăр! Чăваш чĕлхи ыттисенчен пĕрре те кая мар. Чăваш ен хастарĕсем тăван чĕлхене интернетра сарас тĕлĕшпе пуçаруллă утăмсем тăваççĕ. Акă, нумаях пулмасть «Яндекс. Переводчик» сервис вырăсларан чăвашла, чăвашларан вырăсла куçарма тытăннă. Ку вăл çĕнĕлĕх. Чăваш чĕлхипе кăсăкланакансен шучĕ ÿсессе шанас килет.