Конкурссене хутшăнма сĕнеççĕ

Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Ертÿçĕсен команди» тата «Çамрăк лидерсен команди» конкурссем пуçланĕç.

Вĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕпе Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин пуçарăвĕпе иртеççĕ. Конкурса хутшăнакансен lider.cap.ru сайтра регистрациленмелле. Заявкăсене çу уйăхĕн 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Аса илтеретпĕр: ку конкурссене ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче «Раççей лидерĕсем» конкурсанчĕсемпе тĕл пулсан йĕркелеме хушнă.