Котельнăйсене тĕрĕсленĕ

Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен вăхăт нумаях та юл-марĕ. Çуллахи вăхăтра çак яваплă тапхăра тĕплĕн хатĕрленес тĕллевпе поселокра сахал мар ĕç пурнăçланă.

Социаллă сфера объекчĕсен ăшă системисене пĕтĕмпех çуса тасатса опрессовка ирттернĕ, кивелнĕ тата юрăхсăра тухнă ăшă тата шыв системисене улăштарнă.

Вăрнар поселокĕнче пĕтĕмпе 7 котельнăй. Вĕсем нумай хваттерлĕ çуртсене, предприяти-организацисене ăшăпа тивĕçтереççĕ. Вĕсенче малтанхи пек операторсем çук, котельнăйсене пĕтĕмпех автоматизациленĕ. Мĕнпур даннăй ятарлă диспетчер центрне пырать. Хăшпĕрисене паянхи вăхăта тивĕçтерекен хаклă йышши оборудовани вырнаçтарнă. Пурне те газпа хутса тăраççĕ.

Кĕçнерникун район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев тĕрĕслев комиссийĕн ĕçне хутшăнчĕ, мĕнпур котельнăя пăхса çаврăнчĕ. Комисси йышĕнче – «Теплокомфорт» организаци представителĕсем, Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе çумĕ, район администрацийĕн строительствăпа коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн çумĕ. Яваплă çынсем котельнăйсенче пурнăçланă ĕçсен калăпăшне хакларĕç, çитменлĕхсене палăртрĕç, вĕсене çийĕнчех пĕтерме ыйтрĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен, поселокра вырнаçнă котельнăйсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесе çитернĕ темелле.

Елена АНИСИМОВА.