Вăрнар район тĕп больницин коронавирус инфекцийĕнчен сиплекен госпитальне «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ, «Звездопад» общество 700 пин тенкĕлĕх гуманитари пулăшăвĕ кÿнĕ.
Медицина маскисем, пĕр хутчен тăхăнмалли комбинезонсем, чавса дозаторĕсем, термометрсем, пульсоксиметрсем, сывлăш рецикуляторĕсем... Çак япаласем тухтăрсене, вăтам тата кĕçĕн персонала Ковид-19 чирпе кĕрешме питех те кирлĕ.
– Завод ертÿçине Владимир Свешникова, социаллă тивĕçтерÿ пайĕн пуçлăхне Евгений Захарова, «Звездопад» обществăн директорне Владимир Яковлева гуманитари пулăшăвĕшĕн пысăк тав, – тенĕ район тĕп больницин тĕп врачĕ Сергей Илюткин.