Миллионсем – хăтлăх кĕртме

Кăçал поселокри çуртсен кил хушшисене тата обществăлла территорие хăтлăх кĕртме 9 миллион ытла тенкĕ уйăрма пăхнă.

Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров пĕлтернĕ тăрăх, ку укçапа Зеленăй тата Севернăй тăкăрлăксенчи нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсене çутатма, ача-пăча площадкисем тума, çуртсен подъезчĕсем умне саксем тата урнăсем вырнаçтарма, газонсемпе чечек клумбисем йĕркелеме усă курĕç.

Иртнĕ эрнере пирĕн районта ĕçлĕ визитпа республикăри строительство министрĕн заместителĕ – Чăваш енри тĕп архитектор Александр Шевлягин, территорисен аталанăвĕн агентствин ертÿçи Атнер Егоров тата «Внешэкономбанк» представителĕ Мария Гришина пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Леонид Николаевăн пÿлĕмĕнче вĕсем шăпах Вăрнар хула поселенийĕ «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» малашлăхлă проекта хутшăнни пирки калаçнă.

Çитес çула палăртнă ĕçсем те пысăк: Асăну скверĕнче, культурăпа кану паркĕнче тирпейлĕхпе хăтлăх ĕçĕсем иртмелле.

Светлана ЧИКМЯКОВА.